Медале тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:26 Просмотров: 694

Иртнĕ çулхи августăн 29-мĕшĕнче Лаврентий Берия ертсе пынипе совет ученăйĕсен ушкăнĕ пуçласа РДС-1 атом бомбине тĕрĕсленĕренпе 70 çул çитнине паллă турĕç.

Çак ятпа «70 лет со дня первого ядерного испытания» Асăну медальне çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн уйрăмах хăрушă подразделенийĕсен ветеранĕсен комитечĕн йышăнăвĕпе ăна Вăрнарта пурăнакан Вениамин Иванович Сорокина та пама йышăннă. Награда ун аллине çак кунсенче çитнĕ.

Вениамин Иванович Сорокин – уйрăм хăрушă подразделени ветеранĕ. Ун çар служби Казахстанри Семипалатинск хули çывăхĕнчи ядерлă хĕçпăшала тĕрĕслекен полигонра иртнĕ. Вăл вăрттăн çар объекчĕ шутланнă.

Вениамин Иванович пурнăçне пичет ĕçне халалланă. 33 çул Вăрнар типографийĕн директорĕ пулнă. Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. СССР пичет отличникĕ. А.Емельянов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Чăваш халăх академикĕ. Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ. «Шуçăм сăввисем», «Кашкăр çулĕпе», «Ĕмĕрсем хушшинчи йĕрсем» кĕнекесен авторĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика