РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПРОДАЮ сено, 2, 3 укос. Т. 89279997661.

 

КУПЛЮ бычков, телок, коров на мясо. Дорого. Т. 89003301986.

 

КУПЛЮ коров, телок, бычков от 1 месяца. Вынужденный забой. Т. 89520219233.

 

 

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Йĕрке пулĕ-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020 10:17 Просмотров: 2011

Редакцие район çыннисенчен черетлĕ çыру çитрĕ, каллех вырăнти çитменлĕхсем пирки пĕлтернĕ унта. Авторĕсем вырăнне 22 çын алă пуснă.

«...Вăрнарта хăçан йĕрке пулĕ-ши? Район больницинче чирлисене сиплеме вырăн çителĕксĕр, Çĕмĕрлене илсе каяççĕ. Унта çитериччен хăшĕ-пĕри çул çинчех вилет. Больница территорийĕнче тем пысăкăш çĕр лаптăкĕ выртать. Тепĕр çурт лартсан тем пекех лайăх пулмалла!

Вилнисене кастармалли çуртăн фундаментне те блоксемпе хурса тухнăччĕ. Халь ăна та пăсса таçта илсе кайнă. Бюджетсенчен тем тĕллевпе те укçа уйăраççĕ. Халăха сипленме вара çурт çук.

Тата поселокра туалет та тупаймастăн – халăхăн ăçта каймалла? Автостанцире пур ĕнтĕ, анчах вăл питĕрĕнчĕк тăрать. Исполком кил картийĕнче туалет пурччĕ те йăтăнса аннă – унта такăнса ÿксе ура хуçма пулать. Мĕншĕн йĕрке тăвас мар?» – пăшăрханса çырнă çырура.

Ăна район администрацине тĕрĕслеме ятăмăр, çакăн пек хурав илтĕмĕр:

«Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ, хăтлăх кĕртес йĕркепе, поселок территорийĕнчи обществăлла туалетсене тытса тăрассипе кулленех мероприятисем ирттерет. 2018 çулта район администрацийĕн çурчĕпе юнашар çĕнĕ обществăлла туалет хăпартнă. Хальхи вăхăтра халăх чылай пухăнакан вырăнсенче те обществăлла туалетсем ĕçлеççĕ: сăмахран, культурăпа кану паркĕн, Вăрнар хула масарĕн, «Шанс» обществăн пасарĕн, автовокзалăн тата чукун çул вокзалĕн территорийĕсенче.

Хушса пĕлтеретпĕр: Судпа медицина экспертизин республикăри бюровĕн филиалĕн – моргăн строительствине 2020–2021 çулсенче пурнăçлама палăртнă. Паянхи куна çуртăн проектпа смета документацине хатĕрленĕ, вăл Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин «Чăваш Республикин строительствăри экспертиза тата хак тăвас центр» учрежденийĕнче экспертизăра. Филиала çĕклеме палăртнă çĕр участокĕ паллă, бюрон оперативлă харпăрлăхне панă. 2020 çулта республика бюджечĕн пĕрремĕш тÿрлетĕвĕнче бюро çурчĕн строительстви валли кирлĕ укçа-тенке уйăрассине палăртаççĕ.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ

Л.Николаев».

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ