Талисмана палăртар-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:18 Просмотров: 2200

Ÿнерçĕсене, дизайнерсене тата пултарулăх çыннисене пĕлсе тăма! Хăвăрăн ĕçе Раççей шайĕнче вунă çулта пĕрре иртекен пĕл-терĕшлĕ пулăм символĕнче курас килет-и?

Кăçал цифрăллă форматпа пĕрремĕш хут иртекен пулăм символĕнче? Апла пулсан, Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманне палăртакан конкурса мĕнле хутшăнмалли тата 60 пин тенкĕ выляса илмелли пирки пĕлтеретпĕр.

Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманне палăртмалли наци конкурсне ĕçсене январĕн 14-мĕшĕнчен йышăнма тытăннă. Çын е чĕрчун, ÿсентăран е тата урăх япала символ пулма пултарать. Тĕслĕхрен, иртнинче çырав эмблемиллĕ футболка тăхăннă савăнăçлă арçын ача талисман пулнă. «Пур ĕçе те авторăн хăйĕн шутласа тупмалла, ку таранччен усă курнă персонажсене е сăнарсене кĕртме юрамасть. Конкурса хутшăнакансем талисмана ÿкернĕ чухне Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн официаллă символикипе усă курма пултараççĕ»,– тенĕ конкурс условийĕнче.

Çĕнтерÿçĕн ĕçне çыравăн хыпар материалĕсенче, интернетра ятарлă страницăсенче, телевиденире вырнаçтарĕç, çавăн пекех çитес çырава халалланă массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне усă курĕç. Çĕнтерÿçĕ 60 пин тенкĕ укçан премие тивĕçĕ.

Конкурса ĕçсене февралĕн 10-мĕшĕччен (Мускав вăхăчĕпе 12 сехетчен) тăратмалла. Унта 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Çакăн валли «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020» сайтра (www.strana2020.ru) регистрациленмелле, ятарлă формăна çырса тултармалла, унта хăвăрăн ĕç пирки ссылка тумалла. Конкурсантăн ĕçе Инстаграмра хăйĕн страницинче вырнаçтармалла, @strana2020 активлă ссылкăпа, çавăн пекех, #талисман–перепись хештегпа паллă тумалла. Ку аккаунт кашниншĕн уçă пулмалла, ĕçĕ png е jpeg формата тивĕçтермелле. Пĕр çын конкурса виçĕ ĕçрен ытла тăратма пултараймасть.

Çĕнтерÿçĕне икĕ тапхăрпа палăртаççĕ: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнче пурте хутшăнма пултаракан сасăлав тата жюри суйлавĕ пулĕ. Жюри членĕсем – профессионаллă художниксем, дизайнерсем, Раççей статистикин, «Комсомольская правда» издательство çурчĕн ĕçченĕсем тата конкурса йĕркелекенсем.

Сасăлав «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020» сайтра февралĕн 11-мĕшĕнче пуçланать. Унта регистрациленнĕ кашни çыннăн сасăлава хутшăнма май пур. Чи лайăх символа суйласа илсе («Килĕшет» («Нравится» е «лайк») паллăсене лартмалла. Пĕр «лайк» пĕр балл тенине пĕлтерет. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай балл пухнă ĕçсене шорт-листа кĕртеççĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта шорт-листа кĕртнĕ проектсене хаклаççĕ. Жюри членĕсем кашни ĕçе баллсем параççĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕне палăртаççĕ. Пĕтĕмлетĕве февралĕн 28-мĕшĕччен халăх çыравĕн тата «Комсомольская правда» хаçат сайчĕсенче, социаллă тытăмсен официаллă страницисенче пичетлеççĕ.

Конкурс пирки тĕплĕнрех Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă почтăна çырса ярса ыйтса пĕлме пулать.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл – Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика