Килĕшÿпе пурнăçланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:20 Просмотров: 2184

«Манăн анне çамрăк чух 2 çул Армени Республикинче ĕçленĕ. Халĕ пенсие тухма хатĕрленнĕ май ĕç стажĕ тата шалу çинчен справка кирлĕ. Вăл тимленĕ организаци те çук ĕнтĕ, архивĕ те ют çĕршыв территорийĕнче. Кун пек чухне мĕн тумалла?».

Çакнашкал ыйтусем, чăнах та, тăтăш сиксе тухаççĕ. Раççей Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен ăнлантарнă тăрăх, çĕршывсем хушшинчи право пулăшăвне парасси вĕсем хăйсем хушшинче йышăнса çирĕплетнĕ килĕшÿсемпе пурнăçланать. Çав шутра – ют çĕршывран уйрăм документсене илес ыйтупа та.

Сăмахран, СНГ тытăмне кĕрекен патшалăхсем право пулăшăвĕн тата право хутшăнăвĕсен Конвенцине пурнăçлаççĕ. Ăна 1993 çулта Минск хулинче çирĕплетнĕ. Унта Раççей Федерацийĕ, Армени, Азербайджан тата Беларусь Республикисем, Грузи, Молдова, Казахстан, Кăркăсстан, Таджикистан, Туркменистан, Узбекистан Республикисем, Украина кĕреççĕ.

Республикăра пурăнакансен пурлăх прависемпе тата интересĕсемпе çыхăннă документсене, çав шутра ĕç стажĕ тата ĕç укçин виçине ĕнентерекеннисене те, ыйтса çырнă заявленисене ют çĕршывсен компетентлă органĕсене çитерме Раççей Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕ пулăшать.

Управление граждансен хăйсен килме е заявление почтăпа яма юрать. Анчах ку патшалăх тивĕçтерĕвĕшĕн кашни документшăн 350-шар тенкĕ патшалăх пошлинине тÿлемелле.

Заявлени çумне ыйтакан документ пирки хушма сведенисемпе материалсем (сăмахран, ĕç кĕнекин копине) тăратсан аван. Заявлени бланкне тата пошлина квитанцине маларах ыйтса ярса почтăпа е Управление килсе, е Управленин интернет-сайтĕнче илме пулать.

Тĕпрен илсен, ют çĕршывран хурав килмелли вăхăт ултă уйăхран иртмелле мар. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула, чи малтанах ют çĕршывăн право тытăмне кура, ку процесс вăрахрах тăсăлма пултарать. Çавăнпа та Раççей Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕ документсене маларах – пенси çулне çитичченех – ыйтса çырма сĕнет. Кăсăклантаракан информацие пĕлме республикăра пурăнакансен 8(8352) 62-51-44 телефонпа шăнкăравламалла: Управлени специалисчĕсем пуренлĕ пулăшу парĕç. Управлени адресĕ: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 56-мĕш çурт, 406-мĕш пÿлĕм.

Хамăр инф.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика