ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Кăшарни уявĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020 10:20 Просмотров: 2018

Православи тĕнне ĕненекенсем тĕп уявсенчен пĕрне – Кăшарние – паллă турĕç.

Анаткас Хапăсра ку уява çулсерен тĕплĕн хатĕрленсе ирттереççĕ. Кăçал та пĕвери вакка хĕрес евĕрлĕ каснă. Хÿтĕ пултăр тесе вак çийĕн поликарбонатран тăрă тунă. Шыва чăмса тухнă хыççăн меллĕ пулма тавраллах урай сарнă, вак хĕррипе карлăк та пур. Вакпа юнашарах пăртан ăсталанă пысăк хĕрес. Тавралла электричество çутисем, гирляндăсем. Шыва кĕрсе тухнă хыççăн ăшă пÿлĕмре хывăнса тăхăнма меллĕ, кăмăллă. Вĕри чейпе те сăйланма май пур.

Кăшарни умĕн Митрофан атте шыва çветтить тунă. Уявра йĕрке, çынсен сывлăхĕ хăрушсăрлăхра пултăр тесе тăрăшнă. Ялти медсестра Наталья Кочанова, полици сотрудникĕ Петр Квасов та килнĕ. Кăшарни уявне Упнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Краснов та хутшăннă.

Сăваплă шывра чÿхенсе чуна, кĕлеткене тасатакансем питĕ йышлăн пулчĕç. Вăрнар поселокĕнчен, Пăртасран, Катăшран, Мăньял Хапăсран, Вăрманкасран тата ытти ялсенчен Анаткас Хапăса çитсе курчĕç. Çапла вара, православи уявне 400-е яхăн çын хутшăнчĕ.

Вакка касса хатĕрлес, кунти вырăна хăтлăх кĕртес тесе тăрăшнă хастарсене ятран асăнас килет. Вĕсем – ял старости Николай Осипов, Денис Сюмайкин, Алексей Белков, Сергей Змеев, Амбросий Сюмайкин, Александр Васильев, Станислав Седлецкий тата ыттисем. Сывлăх пултăр пурне те.

Константин АЛЕКСАНДРОВ.

Хапăс.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ