ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Республикăра палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020 10:20 Просмотров: 1999

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем республикăри конкурсра палăрнă.

Ирина Порфирьевапа Анастасия Барская истори преподавателĕ Олег Михайлович Григорьев ертсе пынипе проектпа тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăннă. «Истори палăкĕсенче – чăваш халăх историйĕ» направленипе студентсем тăван тавралăха тĕпчес ĕçĕпе призерсен йышне кĕнĕ. Финал Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ.

Призерсене Чăваш ен Вĕрентÿ министерствин дипломĕсемпе чысланă.

Иккĕмĕш курс студенчĕсен Мирон Музяковпа Никита Петровăн тĕпчев ĕçĕ те сумлă: ăнаПольша Геройне, вырăс-поляксен партизансен отрячĕн разведгруппин командирне Жорж Илюкина халалланă. Наука ертÿçипе Олег Михайловичпа студентсем архивсене, периодика изданийĕсене чылай тĕпченĕ. Ку ĕçре вĕсене Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова та пулăшнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.      

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ