Çÿп-çап ыйтăвĕ тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:21 Просмотров: 2188

Çĕршывра экологи хăрушсăрлăхĕ пысăк тимлĕхре. Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрнере Федераллă Пухăва тухнă Çырăвĕнче те ку темăна пысăк вырăн уйăрчĕ.

Вăл полигонсене килекен çÿп-çап калăпăшне палăрмалла чакармаллине, ăна уйăрса пуçтарассине анлăрах ĕçе кĕртмеллине каларĕ. 2021 çултан тытăнса тавар туса кăларакансемпе импортерсем хăйсен таварĕсемпе савăчĕсене утилизацилес тăкаксене хăйсем çине илме тытăнĕç.

Чăваш енре йăлари хытă каяшсене ĕçе кĕртес тата тĕп тăвас ыйтăва татса парассипе анлăн ĕçлеççĕ. Пирĕн республика «май уйăхĕнчи» Указа пурнăçласа ТКО реформине малтисен йышĕпе ĕçе кĕртрĕ. Концесси килĕшĕвĕпе Çĕнĕ Шупашкарта пысăк хăватлă ТБО полигонне тата Шупашкарта çÿп-çап тиесе яракан станцие хута янă.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем регион операторĕпе пĕрлешсе ĕçленипе ял-хуласенче çÿп-çап пухмалли 13405 вырăн палăртнă, çулталăк пуçламăшĕ тĕлне вĕсенчен 62 процентне йĕркене кĕртсе пĕтернĕ.

Усă курнă чĕртавара пуçтарас тĕллевпе республикăра «Вторбум» проект старт илнĕ. Ун йĕркипе 16 район-хулара иккĕмĕшле чĕртавар йышăнакан 25 пункт ĕçлет. 2020 çул вĕçĕ тĕлне регион операторĕпе пĕрле мĕнпур муниципалитетра çÿп-çапа уйăрса пуçтарассине йĕркелĕç.

2018 çулта Питтукассинчи тата Илпешри свалкăсене рекультивациленĕ. Кăçал ку ĕçе Элĕк тата Елчĕк районĕсенче пурнăçламалла. 2023 çул тĕлне – Канаш тата Етĕрне хулисенче, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсенче. Çавăн пекех Канаш хулинче, Çĕмĕрле, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенче çÿп-çап тиесе яракан станцисем çĕкленмелле. Çакă тапхăрăн-тапхăрăн вунпĕр объекта хупма тата рекультиваци тума май парать.

Çак ĕçсене пурнăçа кĕртни çÿп-çап çаврăнăшне тивĕçлĕ йĕркелеме, вĕсен калăпăшне пĕчĕклетме, чи кирли – тăван тавралăха тата çын сывлăхне кÿрекен сиене чакарма пулăшать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика