Пĕрле ĕçлени тухăçлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:21 Просмотров: 2213

Иртнĕ эрнере журналистсем икĕ уява – Раççей пичечĕн кунне (январĕн 13-мĕшĕ) тата Чăваш пичечĕн кунне (январĕн 19-мĕшĕ) паллă турĕç.

Паллах, хаçат кăсăклăхĕ, пуянлăхĕ вĕсенчен нумай килет: журналистсен тĕрĕс те чăн сăмахĕсенчен, вăл е ку пулăма уçса пама пĕлнинчен, вулакана ăнланмалла чĕлхепе çырнинчен... Анчах та кирек мĕнле издание те обществăлла корреспондентсен, вулакансен статйисем тата та пуянрах тăваççĕ, вĕсем район пурнăçне тата та анлăрах çутатас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕ» иртнĕ çул та кунашкал авторсемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлерĕ. Вĕсене пула эпир ялсенче пулса иртекен ĕçсем, çитменлĕхсем, ĕçчен çынсем, çемьесем пирки пĕлетпĕр. Чи хастар обществăлла корреспондентсене ятранах асăнар: Вениамин Сорокин, Михаил Васильев, Вячеслав Алексеев, Вероника Дмитриева, Николай Синицын, Юрий Никифоров, Александр Ирбитский (Вăрнар), Нина Парамонова (Малтикас Ялтăра), Константин Александров, Александра Ермошкина (Хапăс), Владимир Москвин (Мăн Явăш), Валерий Кошкин, Вениамин Иванов, Нина Гречко (Шупашкар), Геннадий Иванов, Ольга Иванова (Пăртас), Валерий Григорьев (Кивçурт Енĕш), Людмила Иванова (Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ), Лилия Забирова (полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ), Алексей Сорокин (Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ), Любовь Лукина, Елена Голубцова (Уравăш), Тамара Бондарь (Тĕмпек), А.Кириллова (ача-пăча библиотеки), Борис Сергеев (Туçи Çармăс), Ольга Короткова (Кив Мĕлĕш), Алексей Петров (асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ), Григорий Васильев (Çĕнĕ Шупашкар), Анатолий Алексеев (Хураçырма), Василий Петров (Туçи Çармăс). Вĕсене хăйсем пурăнакан вырăнти кăсăклă пулăмсене курма, халăха хумхантаракан ыйтусене туйма пĕлнĕшĕн, вĕсем пирки хаçат страницисенче каласа кăтартнăшăн пысăк тав.

Çавăн пекех район хаçачĕпе пĕрлешсе ĕçленĕшĕн район администрацийĕн, полици пайĕн, федераллă ведомствăсен районти уйрăмĕсен, район тĕп больницин ĕçченĕсене, вĕрентекенсемпе шкул ачисене, ыттисене пурне те чĕререн тав тăватпăр.

2020 çулта та хаçат пуласлăхĕшĕн алла-аллăн тытăнса ĕçлесчĕ. Пĕрле ĕçлени тухăçлă.

Хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика