Сăмах ăстисене – чыс та хисеп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:22 Просмотров: 2484

Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене халалланă уяв республикăри журналистсен пĕр-лĕхне шăматкун Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пуçтарчĕ.

Ун программи çулсеренех эффектлă çĕнĕлĕхсемпе уйрăлса тăрать. Кăçал Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа тĕп вырăна «Ч» саспалли тухрĕ. Ăна кашни саламлă-чыславлă сăмах-калаçура уйăрса асăнчĕç. Чăвашлăх, Чебоксары, Чебурашка, чунлăх, чыслăх, чун савăнăçĕ, чечеклен, Чăваш ен...

Кăçал Вăрнар район хаçачĕ те юбилейлă çула кĕчĕ – ноябрĕн 1-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ çулĕ» 90 çул тултарать. Уявра ытти юбилярсемпе пĕрле ăна та ятарлă ÿкерчĕк халалларĕç.

Хамăр коллектившăн, вулакансемшĕн хĕпĕртемелли тепĕр самант – «Çĕнтерÿ çулĕ» республикăри пилĕк пичет изданийĕпе пĕрле «Раççей прессин ылтăн фончĕ» Палăрту паллине тивĕçнине асăнни.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, пичет ĕçĕнче кăтартуллă, тăрăшуллă тимлекенсене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Палăртма кăмăллă, Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕн тĕп редакторĕ Вячеслав Васильевич Николаев Муниципаллă пĕрлĕхсен Пĕтĕм Раççейри конгресĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Награда илме сцена çине хăпаракансен йышĕнче пирĕн ентешсем татах пулчĕç. Çăлкас Кăкшăмра çуралса ÿснĕ, халĕ «Телеком Плюс» компани» тулли мар яваплă общество директорне Владимир Тимофеева «Çыхăну мастерĕ» хисеплĕ ята пачĕç.

Пăртасран тухнă пултаруллă хĕр те Ольга Иванова (Австрийская) пысăк наградăна чăннипех тивĕçлĕ. Вăл ачаранах литература анинче сумлă утăмсем тăвать: чуна тыткăнлакан сăвă-тĕрленчĕксемпе савăнтарать. Вулакансене кĕнеке те парнелерĕ. Ăна Пичет кунĕнче Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

Професси уявĕпе журналистсене тата пичет ĕçченĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Периодика изданийĕсенче вăл ытларах ĕç çыннисем, нумай ачаллă çемьесем, халăх йăлисемпе кăмăл-сипет хаклăхĕсем, патриотизма çуратакан пулăмсем пирки каласа кăтартма ыйтрĕ. Кăçал – Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕн тата Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕн çулĕсенче – ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Михаил Васильевич пичет ĕçченĕсене тĕрĕслĕхе мала кăларнă статья-репортажсемшĕн, çын ыйтăвĕсене тĕпе хывнăшăн тав турĕ.

Чăваш ен цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов иртнĕ çулхи тĕп пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ, республикăра цифра технологийĕсем çине куçас ĕç анлăн, курăмлăн аталаннине пĕлтерчĕ.

Мероприятие çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова, ун заместителĕ – «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, ыттисем хутшăнчĕç, професси уявĕпе журналистсен пĕрлĕхĕ патне чылай ырă та ăшă сăмах çитерчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика