Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сÿтсе яврĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2020, 08:56 Просмотров: 215

Санарпуçĕнчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне пысăк йыш пуçтарăнчĕ.

Пухăва шкул директорĕ Николай Иванов уçрĕ, шкул тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, наци проекчĕсемпе тата вĕренÿ стандартĕнчи улшăнусемпе паллаштарчĕ. Николай Никитич Раççей Правительстви тата Чăваш Республики вĕрентÿ тытăмне аталантарма тĕрлĕ майсем туса панине, нумай çĕнĕлĕхсем кĕртнине палăртрĕ. Ырă улшăнусем куç умĕнчех. Спортзалта юсав ĕçĕсем ирттернĕ, классенче мультимедийлă оборудованисем вырнаçтарнă. Ачасен хăрушсăрлăхне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, фойере турникетсем лартнă.

2019Ÿ2020 вĕренÿ çулĕнче Санарпуç шкулĕнче те «Ÿсĕм точки» центр ĕçлесе каймалла, апла пулсан çĕнĕ оборудованисем килĕç, уроксен пахалăхĕ тата та ÿсĕ, ачасен вĕренес туртăмĕ те вăйланĕ. Вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерсех тăраççĕ.

Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма май туса парас тесе кружоксемпе секцисем ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем хавхалансах ирĕклĕ кĕрешÿ, хореографи, волейбол секцийĕсене, лего тата ытти кружоксене çÿреççĕ, тĕрлĕ проектсене хутшăнаççĕ.

Район тĕп больницин наркологĕ Дмитрий Николаев пухăва килнĕ ашшĕ-амăшне ачасене япăх витĕм кÿрекен тĕрлĕ илĕртмĕш япаласем, пулăмсем çинчен ăнлантарчĕ.

Юлашки вăхăтра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче снюс текен япала çамрăксем хушшинче сарăлма пуçланине каларĕ. Ун сиенĕ çинчен видеоролик кăтартрĕ тата пирĕн тăрăхра çак пулăм ан сарăлтăр тесен мĕн тумаллине асăрхаттарчĕ. Чи малтанах ашшĕ-амăшĕсен ачасене тимлĕх уйăрмалла, вĕсемпе калаçмалла, тыткаларăшĕсене сăнамалла, палламан çынсенчен канфет е ĕммелли пылак япаласене пачах та илмелле мар. Интернетра та блогерсем ку веществона рекламăлаççĕ, астивме сĕнеççĕ. Хитре çаврака коробкăна чикнĕ канфет е леденец пек илĕртеççĕ. Снюс – наркăмăш. Асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен ăна урамсенче укçасăр валеçнĕ тĕслĕхсем те пулнă иккен.

11-мĕш класс ертÿçи М.Федорова ачасен аталанăвĕнчи çемье пĕлтерĕшĕ пирки каласа ăнлантарчĕ. Воспитани тĕллевĕ – телейлĕ çын ÿстересси. «Ачасем пире, аслисене, курса çитĕнеççĕ, пирĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшмалла», – терĕ вăл. А.Н.Толстойăн «Ватă çын тата мăнукĕ» калавне аса илтерчĕ. Ачалăхра ăша хывăнни мĕн пурнăç тăршшĕпех сыхланса юлать. Д.Карнегин «Исповедь отца» произведени сыпăкне итлени чăннипех те кăсăклă пулчĕ. «Ачана, унăн пултарулăхне хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ», – терĕ М.Федорова.

Директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Евдокимова II чĕрĕк тата I çур çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Палăртса хăвармалла: «5»-пе кăна тата «4», «5» паллăсемпе вĕренекенсен йышĕ çурри ытла. Санарпуçĕнчи шкул ачисем тĕрлĕ акцисемпе фестивальсене, конкурссене, ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ. Район шайĕнчи олимпиадăсенче те хастар. Биологипе, тăван ен культурипе, чăваш чĕлхипе тата технологипе çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕме пултарнă.

Юлашкинчен вĕрентекенсем ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Ирина СЕМЕНОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика