Хĕл кĕрхисене хăратмасть-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2020, 09:01 Просмотров: 1112

Районĕпе илсен кĕр тыррисем 5008 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем хĕллехи вăхăтра мĕнлерех лару-тăрура пулни хресчене уйрăмах хытă шухăшлаттарать.

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев тата Татьяна Борисовапа Елена Спиридонова агрономсем   пĕлте-рĕшлĕ ĕçе тытăннă. Вĕсем чи малтан «Санары» агрофирмăн кĕр тыррисен уйне çитсе лаптăкран монолит – шăннă тăпрана калчапа пĕрле – касса илнĕ. Унăн тарăнăшĕ – 15 см, сарлакăшĕпе вăрăмăшĕ 15–20 см.

– Монолита ирĕлтернĕ хыççăн икĕ эрне ăшă çĕрте тытатпăр. Калча, паллах, вăй илсен – симĕсленет е пĕтнĕ пулсан – тухмасть, – пĕлтерчĕ Вячеслав Алексеев. – Пробăсене кашни уйăхрах илсе тăрăпăр.

Специалистсене кăçал районти уйсенче юр сахал пулни, хăшпĕр вырăнсенче тăпра çинче пăр тăни сисчĕвлентерет. Вячеслав Алексеев каланă тăрăх, хунав янă тĕлте вăтамран 14–16 градус сивĕ пулсан кĕрхи тулă тăпрари температурăна чăтать. Кĕрхи ыраш вара çирĕпрех,18–19 градус сивве чăтăмлă. Районти хăшпĕр уйсенче хура çĕре каярах шуратса хăварнăран калчасем сиенленнĕ. Паллах, кĕр тыррисем мĕнле хĕл каçнине пуш уйăхĕнче пĕтĕмлетме май пулĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсем ытти хуçалăха та çитĕç, кĕр тыррисем хĕллехи çанталăка епле чăтнине тĕпчесе сăнĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика