Смартфон вырăнне – йÿнĕ сехет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:23 Просмотров: 186

Шулĕксем кирек кама чуххăммăн ĕненекен, суя сăмахсемпе илĕртĕнекен çынсене шыраççĕ – ун пеккисене улталаса укçа «туртса кăларма» çăмăл-çке.

Ĕç меслечĕсем те тем чухлех вĕсен. Сăмахран, Интернетри пĕлтерÿсем хушшинче те мушенниксем вырнаçтарнисем чылай тĕл пулаççĕ. Шел те, вĕсем «карса хунă» серепене лекекенсем сахал мар.

Шупашкарта, акă, Интернетра техника жилечĕсем туянма шутланă 51-ри арçынна 4 пин ытла тенкĕлĕх лартнă. Вăл сутуçăран посылка илет те, унта – автомобиль жилечĕсем тата хăйăр. Арçын посылкăна мĕн чиксе янине пĕлмесĕрех таваршăн укçине маларах тÿлесе хунă-мĕн.

«Çак сăлтавпах иртнĕ эрнере полицин «Вурнарский» пайне те 26-ри арçын пулăшу ыйтса килнĕ. Ăна та шулĕксем хытах шар кăтартнă. Интернетра заказ янă 8 пин тенкĕлĕх смартфон вырăнне посылкăна йÿнĕ сехет хурса панă иккен. Ку ултав тĕслĕхĕпе уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтерет Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин пресс-служби.

Улталанас мар тесен йĕрке хуралçисем йÿнĕ хакпа илĕртекен таварсене туяннă чух асăрханма сĕнеççĕ. Нумай чухне телефонпа калаçса е Интернетра çырса килĕшсе татăлнă хыççăн сутуçă укçана тÿрех куçарма ыйтать. Анчах туянакан шаннă тавара вуçех кĕтсе илеймест е ун вырăнне пĕр-пĕр йÿнĕ вак-тĕвек япала килет. Çавăнпа та укçана палламан çынсене чуххăммăн куçарса пама юрамасть. Тавара описьпе яма ыйтсан шанчăклăрах. Капла почта ĕçченĕсем посылкăри тавара икĕ хутчен – яриччен тата илнĕ хыççăн – тĕрĕслеме тивĕçлĕ. Çакă сирĕн пата чăнах та хăвăр суйланă тавар çитессе гарантилет.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика