Ыйтусемпе йышăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:23 Просмотров: 166

Вăрнар район прокуратури 2019 çул-та граждансенчен тата юридици сăпачĕсенчен йышăннă обращенисене тишкернĕ.

Палăртнă тăрăх, пĕлтĕр прокуратурăна виçĕмçулхинчен 51 ытларах – 440 – пĕлтерÿпе ыйту килнĕ. Вĕсенчен 241-шне вырăнта татса панă, 190-шне компетенцие кура ытти ведомствăсене пăхса тухма янă.

Пĕлтĕр прокуратура ĕçченĕсем татса панă пĕлтерÿ-ыйтусенчен ытларахăшĕ – çурт-йĕр (21), административлă правăна пăсни çинчен калакан (18), çĕр (13), пурнăçлав производствисен (12) саккунĕсене пăхăнассипе çыхăннисем.

Прокуратура татса панă 241 обращенирен 43-шне тивĕçтернĕ. Вĕсем тăрăх 2 хирĕçлев, саккуна уяман тĕслĕхсене пĕтерме хушса 30 представлени тăратнă, суда 4 тавăç заявленийĕпе тухнă, административлă правăна пăсни çинчен 10 ĕç пуçарнă, ытти мерăсене 6 йышăннă.

Район çыннисене пĕлме: Чăваш Республикин прокурорĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, вăл тата унăн заместителĕсем, аслă помощникĕсем (помощникĕсем), республика прокуратурин управлени (пай) пуçлăхĕсем граждансене йышăнмалли кунсенче видеоконференцçыхăну йĕркипе йышăнаççĕ. Кăмăл пуррисен малтан йышăнăва Вăрнар район прокуратуринче çырăнмалла. Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 75-мĕш çурт, телефонĕсем: 8(83537)2-54-04, 2-75-38.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика