Ушкăнпа çаратнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:24 Просмотров: 335

Район прокуратури 30-ти тата 33-ри район çыннисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе патшалăх айăплавне йĕркелесе пынă.

Вĕсене малтан пĕрле каварлашса ушкăнпа ют пурлăха çаратнăшăн, гражданина пысăк тăкак кÿнĕшĕн айăплав тăратнă. Суд палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи октябрь вĕçĕнче çакскерсем Кăмашри пĕр хуçалăхран пурлăх вăрлама шут тытнă, киревсĕр ĕçе пурнăçа кĕртмелли плана та хатĕрленĕ.

Малтан калаçса татăлнă пекех, иккĕшĕ машинăпа хайхи «куçласа» хунă çурт патне çитнĕ. Унтан металл юпасем тата кĕтеслĕх, металл каштасем тата швеллерсем пĕтĕмĕшле 760 килограмм (7600 тенкĕлĕх) йăкăртса кайнă. Ют пурлăха çаратакансем хăйсен айăпне туллин йышăннă. Вăрнар район сучĕ, патшалăх айăплавçин ыйтăвне шута илсе, вĕсенчен пĕрне (преступлени пуçаруçине) çулталăк çурăлăха, теприне пĕр çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.

Алексей СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика