Кăтарту чаплă: вăрнарсем – 2-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:24 Просмотров: 300

Район кĕрешÿçисем те кĕске тапхăрта пысăк турнирсенче вăй виçнĕ.

Маларах вĕсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорачĕн парнисемшĕн иртнĕ ăмăртура палăрнă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Никита Львов ылтăн медале тивĕçнĕ, Дмитрий Львов 2-мĕш, Сергей Иванов 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Эрне вĕçĕнче район çамрăкĕсем шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ республика первенствинче вăй виçнĕ. Унти кăтартусем те аван. 2003–2004 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем хушшинче иртнĕскерте Вăрнар районĕнчи вунпĕр кĕрешÿçĕ çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ. Ылтăн медальсене Вăрнарти Юлия Константиновапа Анастасия Максимова, Санарпуçĕнчи Александра Волкова тата Кивьял Хапăсри Анастасия Краснова çĕнсе илнĕ.

Хурăнсур Çармăсри Наталья Тихоновапа Эльвира Филипповашăн, Санарпуçĕнчи Марина Смирновашăн тата Кивьял Хапăсри Лариса Михайловашăн та турнир ăнăçлă иртнĕ, вĕсем кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Бронза призерсем виççĕн: Кÿстÿмĕрти Елена Петрова, Хурăнсур Çармăсри Эвелина Петрова тата Санарпуçĕнчи Артем Андриянов.

Шел те, тăватă çамрăк 3-мĕш вырăншăн пынă тытăçусене выляса янă.

Пĕтĕмĕшле зачетра Вăрнар район команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Историре пĕрремĕш хут.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика