Пурнăçа тăсар-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:25 Просмотров: 232

Сывă пурнăç йĕрки –пурнăç тăсăмĕн никĕсĕ. Çак шухăша юлашки çулсенче республикăра тĕрлĕ ĕçсемпе тĕллевлĕн пурнăçа кĕртеççĕ.

Мероприятисен шутĕнче – аслă ăру çыннисене те спорт юхăмне анлăрах явăçтарасси. Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш енре «Спортивное долголетие» спартакиадăна çулсерен пуянрах ирттереççĕ.

Ку ăмăртăва вăрнарсем кăçал та хастар хутшăннă. Пурте призлă вырăнсене лекеймен пулин те унтан лайăх, çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăннă вĕсем.

Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине Хапăсри Людмила Канькина хăпарма тивĕçнĕ. Сĕтелçи теннисра вăл 2-мĕш вырăн йышăннă. Район чысне ку тĕсре çавăн пекех Юрий Ефимов хÿтĕленĕ, вăл вунпĕрмĕш пулнă.

Шашка хăмисем умне Вăрнарти Валерий Наумов тата Ярмушкари Надежда Лаврентьева ларнă. Шахматла Чăрăш Ишекри Виталий Павлов тата Хапăсри Александра Ермошкина тупăшнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика