Малтан ирĕк илмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2020, 15:26 Просмотров: 183

Харпăрлăхçăсем хăйсен пурăнмалли çурчĕсем çумне пристройсем çĕклесе лартни сайра мар.

Анчах вĕсем кирек мĕнле строительствăна та, реконструкцие те ятарлă нормăсене пăхăнса пурнăçламаллине манаççĕ. Хăвăр тĕллĕн тунă реконструкцие легализацилеме кайран суд йĕркипе те çăмăл мар.

Акă, Т.Светлова та çак ыйтупа суда тавăçпа тухнă. Малтан район сучĕ чăнах та ун майлă йышăну кăларнă: харпăрлăх правине çирĕплетнĕ. Суд палăртнă строительствăпа техника экспертизи пурăнмалли çуртăн конструкцийĕпе никĕсĕ çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларманнине кăтартнă-мĕн. Анчах Чăваш Республикин Аслă сучĕ районти ĕçтешĕсен йышăнăвĕпе килĕшмен. Ăна улăштарнă та Светлован тавăçне тивĕçтермелле мар, тенĕ. Мĕншĕн çапла йышăну тунă-ха? Аппеляци инстанцийĕ палăртнă тăрăх, реконструкциленĕ çурт кÿршĕллĕ çĕр хуçисен прависене пăсать.

Светлова гражданка ирĕк илмесĕрех тунă реконструкцие пула çуртпа кÿршĕсен çĕр чиккинчи хушă 1 метртан та сахалрах юлнă иккен – çапла хула строительствин нормисемпе правилисене уяман. Çак çитменлĕх харпăрлăх прависене çирĕплетме паман сăлтав пулса тăнă. Тепĕр тĕслĕхре вара Меньшова гражданкăна суд çак сăлтавпах гараж çумĕнчи пристроя пăсса пăрахма хушнă.

«Чылай укçа тăкакласа лартнă çурта е реконструкцие кайран пăсма ан тивтĕр тесен строительство йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Сăмахран, реконструкци ĕçĕсене пуçличчен вырăнти хăй тытăмлăх органне строительствăна планлани çинчен уведомлени ямалла, вĕçлесен – пĕтерни пирки. Строительствăна (реконструкцие) администраци объект мĕнпур параметрсене тивĕçтерни тата йĕркене пăсманни çинчен уведомлени парсан кăна тытăнма юрать. Ку документсем кайран объекта кадастр учетне тăратма тата харпăрлăх правине регистрацилеме кирлĕ», – ăнлантараççĕ Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика