Уйăхлăха хутшăнса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:15 Просмотров: 193

Çамрăк ăрăва çĕршывăн сыхă та шанчăклă хÿтĕлевçисем пулма хатĕрлесси – шкулти педагогсен чи пирвайхи тивĕçĕ. Халĕ вĕренÿ заведенийĕсенче ку енĕпе уйăхлăх пырать.

Совет Союзĕн Геройĕ Ф. Ашмаров ячĕллĕ Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ун йĕркипе ирттерме палăртнă ăмăртусемпе конкурссене ачасем йышлăн хутшăнаççĕ. Спорт залĕнче куллен тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем иртеççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине пĕлнине, кăткăс лару-тăрура медицина пулăшăвĕ пама пултарнине кăтартаççĕ. 5–11-мĕш классем хушшинче пневматикăллă пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту йĕркеленĕ. Унăн кăтартăвĕсене уйăхлăх вĕçĕнче пĕтĕмлетĕç.

Çарпа патриотизм юррисене стройпа утса юрлассипе, тăван тавралăх историйĕпе культурине тĕпчессипе конкурссем пулмалла.

Уйăхлăх вăхăтĕнче ачасем шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕнчи экспонатсемпе те кăмăлласах паллашаççĕ. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Ф. Ашмаров çинчен тăтăшах калаçусем йĕркелесси çирĕп йăлара. Çĕршыв хуралĕнче сыхă тăракан хальхи ентеш-салтаксене халалланă стендри материалсене те йăлтах çĕнетсе улăштарчĕç.

Çитес кунсенче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе турнир иртмелле. Йĕлтĕр чупăвĕ те тĕп вырăнта пулĕ.

Ăмăртусемпе конкурссене физкультура учителĕ Сергей Иванович Марков йĕркелесе пырать.

Владимир Москвин.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика