Чир ан çулăхтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:16 Просмотров: 289

Юнкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин коро-навирус чирĕ хамăр çĕршывра сарăлассине асăрхаттарассипе канашлу ирттернĕ.

Президент Китайра ку чиртен çынсем йышлă вилнине аса илтернĕ. Сăмахран, ĕнерхи кун тĕлне 230 çын пурнăçран уйрăлнă. Пиншер çынна ернĕ.

Коронавирус инфекцине чирлĕ çын, чĕрчун ертме пултарать, пĕлтереççĕ специалистсем. Çавăн пекех вĕсем респираторлă чирсем аталаннă вăхăтра асăрхаттару мероприятийĕсене пурнăçлама сĕнеççĕ – тăтăшрах алă çума, çын нумай пухăннă вырăнта сахалтарах пулма, чир паллисем пулсан тÿрех тухтăр патне кайма.

Пĕрремĕш симптомсем çаксем пулма пултараççĕ: диарея, хăстарни, вар-хырăмлăхăн ытти проблемисем, пуç ыратни, сайра-хутра – чĕре хытă тапни, кăкăр тĕлĕнчен хĕсни.

Мускаври аптекăсенче чи нумай сутăнакан тавар – хÿтĕлев маскисем. Сăлтавĕ – Китайра коронавирусран шикленни. Çавна май интернет-лавккасенчи хак сакăр хут ÿссе кайнă: пĕр маска 5 тенкĕ тăнă-тăк халĕ 50 маскăллă пĕр пачкăшăн 400-тен пуçласа 1000 тенкĕ таран ыйтаççĕ. Аптека ĕçченĕсем каланă тăрăх, хăшĕ-пĕри темиçе тĕрке туянать, сентре темиçе сехетрех пушанать, поставщиксем кÿрсе килме ĕлкĕреймеççĕ. Çĕвĕ цехĕсем тытса тăракан усламçăсем укçа ĕçлесе илмелли мел те тупнă: хÿтĕлев маскисем çĕлеме тытăннă, вĕсене ют çĕршыва ăсатма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика