Республика чемпионатĕнчен – «ылтăнпа»!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:17 Просмотров: 227

Шупашкарти маунтинбайк аталанăвĕн центрĕнче фитнес-аэробика енĕпе республика чемпионачĕпе первенстви, Чăваш енри фитнес-аэробика федерацийĕн «Юные надежды» ăмăртăвĕ иртнĕ.

Вăрнарти «Химик» спорт клубĕ унта тăватă команда тăратнă. Ачасем аэробика, степ-аэробика енĕпе темиçе ушкăнра тупăшнă.

«Кăçал пирĕн спортсменсем çĕнĕ тĕсре – спорт аэробикинче, дуэтра тата триора ăмăртрĕç. Палăртма кăмăллă, Зинаида Ижелеева ăмăрту умĕн 3-мĕш категориллĕ судьяна аттестациленнĕ хыççăн судьясен коллегийĕ йышĕнче пулчĕ, командăсен артистизмне хакларĕ», – пĕлтерчĕ Елена Аликова тренер.

Спортсменсен пултарулăхĕ-ăсталăхĕ, командăсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çавăнпа та призлă вырăнсене çĕнсе илме те йывăртарах. «Химик» спорт клубĕн воспитанникĕсем пĕр командăна пĕрлешсе, аслисем кĕçĕннисене пулăшса пырса Елена Аликова тата Зинаида Ижелеева тренерсем ертсе пынипе ăмăртăва тимлесе хатĕрленчĕç. Çакă паха çимĕç пачĕ% «аэробика» номинацире «КИДС» команда 5–7 çулхи ачасем хушшинче, степ-аэробикăра «Бест» команда 8–10 çултисем хушшинче, «НЕКСТ-Химик» 17 çултан аслăраххисем ушкăнĕнче 1-мĕш вырăнсене йышăннă.

Аэробикăра «Радуга» команда 11–13 çултисен, «НЕКСТ-Химик» 17 çултан аслисен йышĕнче кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Çавăн пекех В.Ивановапа Д.Николаева дуэтра финала тухнă. О.Сюмайкина тата Ю.Смирнова ку номинацире «ылтăна» тивĕçнĕ.

Трион – С.Алексееван, А.Кириллован, М.Сагунован – кăтартăвĕ те чаплă: 1-мĕш вырăн! Саламлатпăр!

«Химик» спорт клубĕн фитнес-аэробика секцине 60-а яхăн ача çÿрет.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика