Чĕнÿ кубокĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:17 Просмотров: 277

Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Чĕнÿ кубокĕ» волейбол турнирĕ хĕрÿ иртнĕ.

Унта Вăрнар районĕн тата Вăрнар поселокĕн командисем хушшинче тупăшу пынă.

Хĕрсем хушшинче Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсен пĕрлештернĕ команди Çĕрпелпе Кÿстÿмĕр шкулĕсен хутăш командине 3:2 шутпа çĕнтерсе мала тухнă.

Каччăсем хушшинче вара Çĕрпелпе Кÿстÿмĕр шкулĕсенче вĕренекенсем вăрнарсенчен вăйлăрах пулнă. Тĕлпулу шучĕ – 3:0.

Çамрăксем хушшинче хĕрсенчен мала поселок команди, арçынсенчен район команди тухнă.

Ветерансенчен те поселокра пурăнакансем çивĕчрех пулнă, районăн пĕрлештернĕ командине вĕсем 3:1 шутпа парăнтарнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа Кубока Вăрнар поселокĕн пĕрлештернĕ команди тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика