ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Патриотизм тĕслĕхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020 09:33 Просмотров: 64

Кăçалхи çул Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ йĕркипе иртет. Çĕршыв Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Калининăри вăтам шкулта сумлă пулăма халалланă мероприятисем старт илнĕ ĕнтĕ. Ачасем вĕсене кăсăкланса, мĕнпур пулăма чĕрене-ăса хывса хутшăнаççĕ.

Вулакансем ку шкулта пĕлÿ илекенсен вăрçă участникĕсене халалланă статйисене ырласа йышăнчĕç. Ку ĕçе ачасем малалла та тăсасшăн.

Астăвăм мероприятийĕсем вĕренÿ учрежденийĕнче тăтăшах иртеççĕ. Эрнесеренхи пĕрлехи линейка вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерĕве халалланă сăвăсене, прозăна вуланинчен, инсценировкăсем лартнинчен пуçланать. Маларах, акă, 7-мĕш класри Александра Моряковапа Валерия Анисимова «Çамрăк гварди» пирки каласа кăтартнă.

Ленинграда фашист блокадинчен хăтарнă кун 11-мĕш класри Анжелика Александрова Таня Савичеван дневникне вуласа чĕресене тыткăнланă, пурне те куççульлентернĕ. 6-мĕш «а» класри Дмитрий Исаков, Светлана Данилова тата Дарья Андреева Владимир Балачанăн «Тивлет» сăввине сценка евĕр лартнă.

«Ленинград. Ку вăрçа хăй куçĕпе курнă çынсем лайăх пĕлеççĕ% хула паттăрлăх тата чăтăмлăх символĕ пулса тăнă. Кунта пурăнакансем калама çук пысăк нуша, тамăка тÿснĕ. Пĕтĕмпе 872 кун! Çĕршыв Совинформбюро хыпарĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Эвакуациленĕ блокадниксене çемьесем хапăлласа йышăннă, нумай ачаллисем те юлашки апат-çимĕçе пĕрле пайланă. Йывăр вăхăт çынсене пĕрлештернĕ. Халь çакнашкал çынлăхпа, пĕрлĕхпе мухтанма пултаратпăр-и эпир?» – вĕренекенсене калаçăва чĕннĕ истори учителĕ Виктор Иванович Романов.

– Чи кирли, пĕлтерĕшли – ачасем хаяр вăрçă çулĕсенчи йывăрлăха ăнланни, паттăрлăха хисеплеме пĕлни. Çакна вĕренекенсен калаçăвĕнче, вăрçă участникĕсемпе, ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе йĕркелекен тĕлпулусенче кашнинчех сисетĕн. Историн тĕрĕс факчĕсене ăса хывни – патриотизм тĕслĕхĕ, – терĕ шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ