Астăвăмпа мухтав çулталăкне уçнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:36 Просмотров: 257

Ытларикун районти культура çуртĕнче Астăвăмпа мухтав çул-талăкне тата Чăваш авто-номийĕн 100 çулхи юбилейне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Уяв каçĕнче вăрçă, Чăваш ен пирки нумай юрă янăранă. Куракансене «Тивлет», «Санар» ушкăнсем, ветерансен халăх хорĕ, ача-пăча ÿнер шкулĕн «Кантилена», «Деффчонки» ансамблĕсем, Евгений Кудрявцев, Алина Евдокимова, Дмитрий Иванов, Кирилл Панзин, Аня Осипова, Татьяна Пугачева, Александр Васильев уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Салтака ăсатнине сăнлани, экран çинче çар хроникипе, мирлĕ пурнăçпа, хамăр республикăпа çыхăннă кадрсем улшăнса пыни уяв сĕмне ÿстернĕ.

Концерт пуçланиччен культура çуртне килекенсем фойери «Салтак шинелĕллĕ Вăрнар» куравпа кăсăкланса паллашнă.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов саламланă, историлле пулăмсене астуни пуласлăх никĕсĕ пулнине палăртнă.

Каламалла, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне тата Чăваш автономийĕн 100 çулне халалланă юбилей мероприятийĕсем пирĕн районта та анлăн иртĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика