Тимлĕхе çухатма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:27 Просмотров: 225

Юлашки çулсенче районта пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру ăнăçлăрах пулса пычĕ: 2015–2018 çулсенче инкексен шучĕ 50-ран 37-е чакнăччĕ. Анчах пĕлтĕрхи цифрăсем статистикăна япăх кăтартусем кĕртрĕç: пушарсен хисепĕ ÿсрĕ.

«Иртнĕ çул поселокра, хамăр тăрăхри ялсенче 50 пушара регистрациленĕ. Вĕсенче пилĕк çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă, виçĕ çын суранланнă. Çавăн пекех асар-писер вут-çулăм виçĕ уйрăм çурта, 15 хуралтăна, тырпул пухмалли пĕр комбайна тĕп тунă. Кунсăр пуçне тепĕр 10 çуртпа икĕ хваттере, 12 хуралтăна тата пурăнмалли мар 4 çурта та çунтарса сиенленĕ. «Хĕрлĕ автан» кÿнĕ тăкак 1860 пин тенкĕ ытла», – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен. Шел те, ку цифрăсем вут-çулăмпа сыхă пулманни мĕнешкел хуйхă, пурлăх тăкакĕ патне илсе çитернине яр уççăн кăтартаççĕ.

Пушар хуралĕн сотрудникĕсен информацийĕ тăрăх, инкексен чи пысăк ÿсĕмĕ Çĕрпел (1-рен 4-та), Шĕнер Ишек (виçĕмçул пулман, пĕлтĕр – 3), Уйкас Кипек (1-рен 3-е), Санарпуç (2-рен 4-а), Упнер (3-рен 5-е), Вăрнар хула (9-тан 13-е çити) поселенийĕсенче пулнине палăртмалла. Çавăн пекех Ершепуç, Малти Ишек, Хирпуç, Калинино, Кĕçĕн Кипек, Мăн Явăш ял тăрăхĕсенче виçĕмçулхинчен пĕрер пушар нумайрах. Чи ăнăçлă лару-тăру Кульцав, Пăртас, Ярмушка поселенисенче – вĕсенче пурăнакансене, телее, «хĕрлĕ автан» алхасса шар кăтартман. Синкерлĕ – çын вилĕмĕпе вĕçленнĕ – тĕслĕхсем, шел те, Вăрнар хула (2) тата Кĕçĕн Кипекпе (2) Шĕнер Ишек (1) ял тăрăхĕсенче çырăннă.

Ытти çулсенчи пекех пĕлтĕр те пушарсен тĕп пайĕ (58 проценчĕ) пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче тухнă – ăнсăртран мар, çакă çынсем хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп уяманнине тепĕр хут çирĕплетет.

Ахальтен мар вут-çулăмпа асăрханусăр пулни те инкексен сăлтавĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта (21 тĕслĕх). Унсăр пуçне кăмакасен (котелсен) юсавсăрлăхĕ тата вĕсемпе правилăсене пăсса усă курни те 13 хуçалăха инкек кÿнĕ. Ытти сăлтавсем пирки калас-тăк, çичĕ тĕслĕхре пушар электрооборудование хăрушсăрлăх йĕркине пăсса ĕçлеттернĕрен, 6-шĕ ачасен ашкăнăвне пула, иккĕшĕ юриех чĕртсе янă пирки тухнă.

Тÿреммĕн-и е çук-и, çапах та инкексенче чылайăшĕнче çыннăн хăйĕн айăпĕ куçкĕрет. Тимлĕхе çухатни е хăрушсăрлăх правилисене çăмăлттайла уяманни тавăрма çук хуйхă патне çитерме пултарать. Инкексене асăрхаттарма çăмăлраххине асра тытса пушар хуралĕн ĕçченĕсем район çыннисене вут-çулăмпа, газ тата электричество оборудованийĕпе типтерлĕ, тимлĕ усă курма сĕнеççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика