Психика сывлăхне упрамалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:34 Просмотров: 604

Октябрĕн 10-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе психика сывлăхĕн кунне паллă турĕç. Ăна 1992 çулта çирĕплетнĕ

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр çинче пурăнакансенчен 450 млн ытларахăшĕ психика чирĕсемпе аптăрать. Ку чир пирки паян калаçăва район тĕп больницин медицина психологне Елена Минеевана чĕнтĕмĕр.

– Елена Николаевна, ахăртнех, вулакансене тÿрех кăсăклантарĕ: психика чирĕ мĕнле палăрать-ха?

– Психика сывлăхĕ пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Ку тĕлĕшпе сывă çын эмоцисене тытса чарма, ырри çинчен шухăшлама, кирек мĕнле лару-тăрура та хăйне алра тытма, хăйĕн хăтланкаларăшĕсем пирки шухăшлама пĕлет.

Енчен те çын хăй мĕн тунине ăнланмасть, яваплăхран пăрăнать, сиенлĕ йăласен витĕмне хăвăрт лекет, мăран, пĕрмаях темшĕн те вĕчĕрхенет, хăйне шанмасть, ытти çынсемпе хирĕçет пулсан вăл психика енчен сывă маррине пĕлтерет. Анчах та çÿлерех асăннă кашни уйрăм фактор тăрăх çын ăс-тăнĕ улшăннă теме çук: обществăра, ĕçре, килте тĕрлĕ лару-тăру пулма пултарать.

– Психика чирĕсенчен чи анлă сарăлни хăшĕ-ши?

– Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – депресси. Хальхи вăхăтра унпа хĕрарăмсен 26, арçынсен 12 проценчĕ аптăрать. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн прогнозĕсем тăрăх, 2020 çул тĕлне вăл чирсем хушшинче пĕрремĕш вырăн та йышăнма пултарать.

Хĕвеланăç çĕршывĕсенче кашни çиччĕмĕш çын паранойăпа е жизофренипе, депрессипе тата алкоголизмпа аптăрать, нумай чухне çакă преступленипе е суицидпа вĕçленет.

Психика улшăнни ытти чирсене те (ВИЧ, чĕре-тымар чирĕсене, диабета тата ытти те) аталантарать, иммунитета вăйсăрлатать. Шăнса пăсăлсан е гриппа чирлесен, çын эмелсем ĕçет, тухтăр патне каять, сиплев курсĕ ирттерет. Анчах та хăйне стерсс пуссан, канлĕхе çухатсан, вĕчĕрхенме тытăнсан нимĕн те тумасть. Çакна палăртас килет: психолог, психиатр, психотерапевт пулăшăвне илекенсем сахалтарах чирлеççĕ.

Çавăнпа та хальхи пурнăçра ку специалистсен пулăшăвне илни çав тери пĕлтерĕшлĕ.

– Мĕнле симптомсем специалист пулăшăвне илмеллине çирĕплетеççĕ-ха?

– Енчен те çын хăйĕн кăмăлĕ хăвăрт улшăнма тытăннине сиссен, пĕрмаях макăрас килсен, хăвăрт тарăхса кайсан, нимĕн те интереслентермесен психиатр е психотерапевт патне кайма сĕнетĕп. Вĕсенчен хăрама кирлĕ мар. Психиатр учетне илессине 10 çул ытла каялла пăрахăçланă ĕнтĕ. Ку специалист патĕнче пулни малашнехи пурнăçра нимĕнле витĕм те кÿмĕ. Консультацие кашни хăй ирĕкĕпе илме пултарать. 15 çула çитмен пациентсене пулăшăва ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представитель ыйтнипе е вĕсен килĕшĕвĕпе параççĕ.

– Специалист пулăшăвĕ лайăх. Çапах та психика сывлăхне упрама пулăшакан мелсем  пурах ĕнтĕ. Мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Чи малтанах çыннăн хăйне хумхантаракан пулăм ăçтан тытăннине палăртмалла. Проблема çине тарăннăн пăхмалла. Енчен те çынна укçа çитмест-тĕк, ку пĕчĕк шалупа мар, эсир ĕçлекен сире килĕшмен ĕçпе çыхăннă. Харпăр хăйне пăшăрхантаракан ыйтусене блокнот çине çырса пымалла.

Тепĕр мел – стресс витĕмне чакармалли план. Енчен те пĕр-пĕр çынпа калаçни вĕчĕрхенÿ кÿрет-тĕк, кунашкаллисемпе сахалтарах хутшăнма тăрăшмалла. Çын хăй çине нумай ĕç тиени те стерсс патне çитерет. Тăвансемпе, çывăх юлташсемпе ытларах калаçмалла. Стресс сăлтавне тупма вĕренни ун витĕмне кĕрсе ÿкессине те пĕчĕклетет.

Ырă çынсемпе ытларах калаçăр. Хăвăра ирĕксĕрлесе нимĕн те ан тăвăр. Сăмахран, сире тархасласах хăть те ăçта чĕнеççĕ, сирĕн вара каяс килмест. Хăвăра ан пусахлăр.

Физкультурăпа туслашăр. Кунсерен медитаци валли 20-шер минут уйăрăр. Массаж, тĕрĕс апатлану, графикпа çывăрни, сиенлĕ йăласенчен хăтăлни депрессие çĕнме пулăшаççĕ.

Хăвăра тата хăвăрăн психикăна упрăр. Çакă пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика