«Хĕл Мучи хăçан килет?..»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:27 Просмотров: 233

Иртнĕ уйăх варринче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине Кайри Тукайĕнчен çыру çитрĕ.

«Хĕл Мучи хăçан килет?» текен çырура январĕн 3-мĕшĕнче Çĕрпелти культура çуртĕнче иртнĕ уява Хĕл Мучипе Юрпике килсе çитейменшĕн пăшăрханнине, культура ĕçĕсене пурнăçласа пыракан уявра пулманнине тата ыт.те пĕлтернĕ.

«Кайри Тукай ялĕнчи ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем» тесе палăртнă çырăва район администрацине ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Йĕркелÿпе штат мероприятийĕсене ирттернĕ май, 2019 çулхи январĕн 21-мĕшĕнчен Кайри Тукайри ял клубĕ централизациленĕ клуб тытăмĕн структура единици пулма пăрахнă, ăна Çĕрпелти культура çурчĕн концерт площадки евĕр хăварнă. Халăха пахалăхлă тивĕçтерÿ парас условисене сыхласа хăварас тесе Кайри Тукайра пурăнакан çынна 0,5 ставкăпа Çĕрпелти культура çуртне ĕçе илме тата культурăпа массăллă ĕçсене куçса çÿрекен формăпа йĕркелеме йышăннă. Паянхи куна Кайри Тукайра пурăнакансенчен клубра ĕçлес текен çын çук.

Çĕрпелти культура çуртĕнче пĕр ĕçчен кăна. Илемлĕ пултарулăх ертÿçин вакансийĕ пушă. Кайри Тукайри концерт программине тивĕçтерессине, мероприятисем ирттерессине Çĕрпелти культура çурчĕн заведующийĕ çине хунă. Ĕç графикне çирĕплетнĕ: ытларикун тата кĕçнерникун 12–16 сехетсенче ĕçлемелле. Условисем аван: ăшă системине юсанă, çĕнĕ котел вырнаçтарнă, газ янă. Çĕнĕ çул мероприятийĕсем хутса ăшăтнă çуртра иртнĕ. Залра илемлетнĕ капăр елка вырнаçтарнă.

2019 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Кайри Тукайра Çĕрпелти культура çурчĕн ертÿçи Н.Н.Ванюшина хатĕрленипе вăйă-кулăсемлĕ, конкурссемлĕ, викторинăсемлĕ бал-маскарад, лотерея вылявĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри 40 ытла çын хутшăннă. Мероприятие йĕркелеме Кайри Тукайран тухнă хастар, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Суварин пулăшнă.

Декабрĕн 31-мĕшĕнче Н.Н.Ванюшина бал-маскарада Çĕрпелти культура çуртĕнче ирттернĕ. Кунта та зал варрине илемлетнĕ елка вырнаçтарнă. Уяв çурçĕр иртсен те тăсăлнă.

2020 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче Çĕрпелти культура çуртĕнче ачасем валли театрализациленĕ представлени иртнĕ, унта ачасем Хĕл Мучипе Юрпикене сăвăсем каласа панă, чăрăш тавра юрласа çаврăннă.

Январĕн 5-мĕшĕнче ача-пăча Çĕнĕ çул елки Кайри Тукайра пулнă. Пухăннисене Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.А.Владимиров саламланă. Шел те, палăртман сăлтавсене пула уяв Хĕл Мучипе Юрпикесĕрех иртнĕ, анчах та вĕсене Тухатмăш карчăк савăнтарнă. Кĕçĕннисем унпа пĕрле чăрăш тавра çаврăннă, юрланă, ташланă, лотерея билечĕсене выляттарнă, вăйăсенче савăннă. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă юлнă.

Январĕн 6-мĕшĕнче Çĕрпелте вырăнти ял библиотекипе пĕрле аслă ÿсĕмрисем валли кану каçне йĕркеленĕ. Вĕсемпе конкурссем, вăйăсем ирттернĕ, ташланă, юмăç янă.

Январĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпелти культура çуртĕнче çамрăксем Кивĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ.

2020 çулта икĕ паллă пулăма – Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи тата Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕсене – халалласа чылай мероприяти, фестивальсемпе конкурссем ирттерме палăртнă. Çĕрпелти культура çуртĕнче те 2020 çулхи плана йышăннă, ăна Централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ С.Н.Журавлева çирĕплетнĕ.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.НИКОЛАЕВ».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика