ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Халăх çыравĕ – самана тĕкĕрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020 08:28 Просмотров: 57

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2020 çулхи октябрьте иртет, çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче вăл апрельтех пуçланать.

Халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе кашни çĕршывăн хăйнеевĕрлĕ йăла. Америкăра, тĕслĕхрен, çырава апрельте ирттереççĕ, Германире – май–июнь уйăхĕсенче. Пирĕн çĕршывра вара малтан вăл январьте иртнĕ. Ку йĕрке 1897 çултан пуçланнă. Çав çул январĕн 28-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе февралĕн 9-мĕшĕнче) çырав иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри статистика тĕпчевне массăллă информаци хатĕрĕсем анлăн çутатнă. Çырав пуласси пирки пĕлтерÿсене чиркÿсем çывăхĕнче, вулăс правленийĕсенче тата халăх канма пуçтарăннă вырăнсенче çапнă.

Тепĕр çырав – Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ – тепĕр 29 çултан, 1926 çулхи январьте, иртнĕ. Çыравçăсем хăйсене халăх пур çĕрте те ырă кăмăлпа ăшшăн кĕтсе илнине, пулăшнине палăртнă. Тĕслĕхрен, Грузире çынсем çуртсем патне çыравçăсене пыма çула юртан хăйсем тасатнă. Çав вăхăтрах, Турра ĕненекенсенчен хăшпĕри çыравçăсен ыйтăвĕсене хурав пама килĕшмен. Калăпăр, Архангелогород кĕпĕрнинчи Мезенск уездĕнче пурăнакансем «Турă чури» тесе çыравçăсен урисем патне чĕркуçленсе ларнă та ыйтусем çине хуравламан. Туруханск крайĕнче вара пăлан ĕрчетекенсем патĕнче çырав шаман ирĕк памасăр пуçланман.

1939 çулта Пĕтĕм Союзри халăх çыравне ирттернĕ çĕрте авиаципе усă курма пуçланă. Çитме йывăр районсене çыравçăсене Максим Горький ячĕллĕ эскадрилья илсе çитернĕ, листовкăсене салатнă. 1959 çулта çырав валли листасене çырса тултармалли инструкцисемпе плакатсем пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне, пĕрремĕш хут çав плакатсем вырăсла кăна мар, СССРти халăх чĕлхисемпе те тухнă.

Халăх çыравĕ вăхăтĕнче электронлă техникăпа усă курасси 50 çул каялла пуçланнă.1970 çулта алăпа çырнă çырав хучĕсенчи кăтартусене ятарлă бланксем çине куçарнă, унтан ăна çав информацие вулакан оптикăллă машинăна кĕртнĕ. Çырав кăтартăвĕсене «Минск-32» электронлă шутлав машинисемпе (ЭВМ) пĕтĕмлетнĕ.

Ун хыççăнхи халăх çыравĕ 1979 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă, сакăр куна пынă. Унта 600 пин çыравçă хутшăннă. Ун чухне пачах урăхла бланксемпе усă курнă. Вăл хутсенчи информацие оптикăлла вулакан автоматсем урлă тÿрех электронлă шутлав машинисем çине кĕртме май пулнă. Техника çĕнĕлĕхĕсем çырав пĕтĕмлетĕвĕсене хăвăртлатнă тата укçа-тенкĕ тăкакĕсене чакарма май панă.

Совет тапхăрĕнчи юлашки çыравра, 1989 çулта, халăхран ыйтса çырмалли хутсем çине пурăнмалли условисем пирки çĕнĕрен çичĕ ыйту кĕртнĕ. Çырав символикине почта маркисем, конвертсем, шăрпăк курупкисем, календарьсем çине пичетленĕ. Хальхи пек каласан, информацие халăх патне мĕнпур мелпе çитернĕ. Тен, çавăнпах пулĕ, Мускаври «Сырок-89» легендарлă рок-фестивальте «Халăх çыравĕ» ятлă юрă янăранă.

Çанталăк условийĕсене кура тата Çĕнĕ çулхи каникул кунĕсем хушăннине шута илсе халăх çыравне ирттермелли вăхăта улăштарнă. 2002 тата 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕсем октябрьте иртнĕ. Вуниккĕмĕш тата цифрăллă пĕрремĕш çырав 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать.

Халăх çыравĕсем пире иртнипе, пирĕн мăн асаттесемпе, йăх-несĕлсемпе тачă çыхăнтараççĕ, пуласлăха никĕслеме пулăшаççĕ. Унăн кăтартăвĕсем çитес çулсем валли социаллă программăсем хатĕрлесе йышăнма май парĕç.

Чăваш халăхĕн паллă просветителĕ, педагогĕ, писателĕ тата куçаруçи Иван Яковлевич Яковлев 1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравне активлă хутшăннă. Вăл çыравăн тĕллевĕсемпе задачисем пирки брошюрăна чăвашла куçарнă. Ăна вулăссенче тата ялсенче пухусенче вуласа панă, Чĕмпĕр, Хусан тата ытти кĕпĕрнесенче пурăнакан чăвашсене паллаштарнă. Ку брошюра Санкт-Петербургра тата Хусанта пысăк тиражпа пичетленсе тухнă. Çавăн пекех çырав листисен ячĕсене чăвашла куçарнă. Иван Яковлева çавăншăн «1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

Пĕрремĕш çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин паянхи чиккисемпе илсен, 690,9 пин çын пурăннă, вĕсенчен 3,5 проценчĕ – хулара.

Октябрьти революци хыççăнхи 1926 çулхи Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш енре пурăнакансен йышĕ 890,8 пин çын пулнă, вĕсенчен 45,2 пинĕ хула çынни шутланнă е 5,1 процент. 1939 çулхи çырав вара халăх шучĕ республикăра 1,2 хут ÿснине – 1078,1 пин çынна, хулара пурăнакансем те йышланнине – 12,2 процента çитнине кăтартса панă.

1959 çулхи халăх çыравне Чăваш автономийĕнчи 1098,2 пин çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Совет Союзĕнчи хуласем хушшинче Шупашкар 145-мĕш шутланнă.

Республикăри хуласем пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыраççĕ, çĕнĕ çуртсемпе районсем ÿсеççĕ. 1970 çулхи çырав тĕлне Чăвашъен тĕп хули халăх йышĕпе çĕршыври 45 хуларан (тĕслĕхрен, Вологдăран, Смоленскран, Норильскран) иртсе кайса 102-мĕш вырăна çĕкленнĕ.

Ун хыççăн халăх çыравĕсем 1979 тата 1989, Раççейĕн çĕнĕ исторĕнче вара 2002 çулсенче иртнĕ.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх республикăра 1251,6 пин çын шутланнă, вĕсенчен 58,8 проценчĕ – хулара пурăнакансем.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ