Сумлă турниртан – тăхăр медаль

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:28 Просмотров: 282

Ирĕклĕ кĕрешÿçĕсенчен каллех ырă хы-пар çитрĕ. Шăматкун вĕсем Чăваш ен первенствинче тепĕр ÿсĕмре палăрнă.

Эрне маларах 2003–2004 çулсенче çуралнă ачасем пысăк çитĕнÿ тунăччĕ. Маларах командăпа вĕсем 2-мĕш вырăна тухнă тесе пĕлтерчĕç. Анчах та пĕтĕмлетÿллĕ кăтарту тата чаплăрах – Вăрнар районĕнчи кĕрешÿçĕсен команди 1-мĕш вырăн йышăннă!

Хальхинче кавир çине 2005–2006 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем тата юниорсем тухнă. Хĕрÿ тытăçусенче вăрнарсем тăхăр медаль çĕнсе илнĕ.

«Ылтăна» харпăр хăй виçе категорийĕнче Дмитрий Львов, Наталья Тихонова тата Эльвира Филиппова тивĕçнĕ. Вĕсем уйрăмах вăй-хала ытларах хывнă – кашни тапхăртан çĕнтерÿпе тухнă.

Андрей Никандровăн, Санарпуç каччин, тата тепĕр медаль хушăннă – ку турнирта вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Никита Львов, Семен Семенов, Анастасия Дмитриева, Юлия Константинова, Екатерина Тихонова çĕнтерÿ пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Çамрăксене сумлă мероприятие хатĕрлессипе тренерсен йышĕ чыслăн ĕçлет. Ăсталăха ку ачасем Виталий Трофимов, Юрий Львов, Юрий Степанов тренерсем патĕнче туптаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика