Сăваплă ĕçе пуçăнасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:29 Просмотров: 208

Авшак Элменти 1825 çулта çĕкленĕ кирпĕч чиркĕвĕн сыхланса юлнă пайĕ паян ялта тăлăххăн курăнса ларать.

Совет тапхăрĕнче хупăннăранпа чылай арканса ишĕлнĕ ĕнтĕ вăл. Аваллăх еткерĕ шутланаканскере, республикăри историпе культура пĕлтерĕшлĕ палăксен йышне те кĕртнĕ.

Халĕ, чиркÿ алăкĕсем пĕрремĕш хут уçăлнăранпа 195 çул иртнĕ хыççăн, паллă вырăна çĕнĕ пурнăç кĕрес шанăç пур. Çак ĕмĕт нумаях пулмасть вырăнти клубра иртнĕ ултă ялăн пĕрлехи пухăвĕнче çуралнă: унта шăпах аваллăх палăкне реконструкцилес ыйтăва çĕкленĕ. Пухăва Шупашкар-Чăваш епархийĕн VII округĕн благочиннăйĕ Сергий Моряков протоиерей те хутшăннă.

Палăртмалла: сăваплă ĕçе Авшак Элменти кăна мар, çывăхри тата пилĕк (Пуканкасси, Ярмушка, Мăн Элмен, Кивçурт Мăрат, Çавалкас) ял çыннисем те хутшăнас кăмăллă. Пухура вĕсем чиркĕве çĕнетес ĕçе йĕркелесе пыма пуçаруллă ушкăна суйланă: унта Вăрнар район Пухăвĕн депутачĕпе О.Куликовапа пĕрле ку ялсен представителĕсем кĕнĕ. Яваплă ушкăнăн малтанхи тĕллевĕсем паллă. Пĕрремĕшле ĕçсем шутĕнче – реконструкцие пуçлама проектпа смета документацине хатĕрлеме тытăнасси, ăна тĕрлĕ инстанцисенче çирĕплетесси, çавăн пекех пурне те ырă пуçарăва тÿпе хывма йыхравласси.

Ял историне аса илес-тĕк, Шупашкар-Чăваш епархийĕн информацийĕ тăрăх, Авшак Элменте чи малтан 1745 çулта йывăçран тунă чиркÿ пулнă. 1825 çулта вара тăватă ял çыннисен вăйĕпе чултан хăпартнă. Пысăк чан туянма укçа-тенке ялти Микке ятлă хресчен, колокольня строительстви валли Лука Павлов хывнă-мĕн. Храмра священникпе псаломщик службăра шутланнă.

Авшак Элменти чиркÿ Турра ĕненекенсене 1930 çулта хăйĕн хÿттинче йышăнма пăрахать. Пĕр вăхăт çурта шкулăн столяр мастерскойĕ вырăнне усă курнă, клуб та туса хунă, каярахпа минераллă удобренисем те упранă. 1939 çулта вăл вăхăтри влаçсем чиркÿ çуртне салатма йышăннă-мĕн, анчах хушăва пуçĕпех пурнăçлама хирĕçлекенсем пулнах курăнать. Вăл ял аваллăхне сăнлакан палăк вырăнне сыхланса юлнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика