Ачалăхпа çамрăклăх ялан асăмра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:29 Просмотров: 233

Ватăлса пынăçемĕн кашниех ачалăха, çамрăклăха, пĕр класра вĕреннĕ, пĕрле çитĕннĕ тантăшĕсене, хамăра ăс-тăн паракансене аса илет. Мана та çавнашкал асаилÿсем канăç памаç-çĕ. Акă, 75 çул каялла, 1944 çулта Вăрман Кипекри çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреме тытăнтăм. Вăл çул шăпах патшалăх пур çамрăкăн та çичĕ класлă пĕлÿ илмелли çинчен ятарлă йышăну тунă. Çавăнпа пирĕнпе пĕрле кăшт аслăраххисем те вĕренетчĕç.

Шкула çÿреме хатĕрленсе анне килте тĕртсе тунă шурă пиртен йĕм çĕлесе панăччĕ, хуралса кайни ан палăртăр тесе сăрăпа кăвакартнăччĕ. Хальхи пек илемлĕ йĕмсем-шăлаварсем пулман пирки çĕтĕличченех тăхăннă пуль ăна. Сумкине те çавнашкал шурă пиртенех алпа çĕленĕччĕ. Унта тĕклĕ ручкăпа кăранташ, кĕнекесем чикнĕ. Алăра чернильница – сумкăна хурсан чернилĕ юхса тухса йăлтах варалама пултарнă. Каярахпа ăна класра хăварма тытăнтăмăр. Классем уйрăм ларакан йывăç çуртсенче вырнаçнăччĕ. Çанталăк сивĕтсен çиелти тумтире класра та хывмастăмăр.

Нихăçан та манăçмасть: пире, вăтăр виçĕ ачана, пĕрремĕш учительница Елена Степанова кĕтсе илчĕ, класри вăрăм парттăсем хушшине пилĕкшерĕн лартрĕ. Вăл пире лайăх вĕренме, хамăра йĕркеллĕ тытма хистетчĕ. Шкул директорĕ Степан Вишняков утмăлалла çитсе пыратчĕ пулмалла. Хăйĕн ĕçне вăл тивĕçлипе пурнăçлатчĕ. Ахальтен мар ăна ĕçри паттăрлăхшăн Ленин орденĕпе чысланăччĕ. Юрлама вĕрентекен учительччĕ вăл. Илья Тукташ сăвви тăрăх Герман Лебедев композитор кĕвĕленĕ «Тăван çĕршыв» юрра тата ыттисене сĕрме купăспа выляса юрлама хăнăхтаратчĕ. Каярахпа ку юрра пирĕн республика Гимнĕ туса хучĕç. Иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле шкулăн çĕнĕ çурчĕ çĕкленчĕ, вăтам шкул пулса тăчĕ. Халĕ ялсенче демографи лару-тăрăвĕ япăхланнипе шкул хупăнса ларас патне çитнĕ, теççĕ.

Пĕрле вĕреннисем тĕрлĕ ĕçре палăрчĕç. Галя Трофимова колхозри ĕне ферминче сĕт сăвакансем хушшинче малта пыратчĕ, халь – ĕç ветеранĕ. Валериан Федоров – Сельхозтехника механикĕ. Александр Федоровпа Владимир Евдокимов – пултаруллă шоферсем. Анатолий Платонов пирки уйрăммăн калас килет. Ашшĕсĕр тăрса юлнă пулин те вĕренÿре питĕ тăрăшуллăччĕ, ăшă кăмăллăччĕ. Шкултан аякра пурăннăскер пуринчен малтан çитетчĕ. Вĕренÿре юлса пыракансене пулăшма тăрăшнă. Шкула вăл пысăк паллăсемпе вĕçлерĕ, анчах малалла вĕренесси пулмарĕ унăн. Колхозра ĕçлерĕ, клуб ĕçне ертсе пычĕ. Колхозпа ялсен пурнăçне çутатакан тĕрленчĕкĕсем, статйисем район хаçатĕнче тăтăшах пичетленетчĕç. Ырă кăмăллă Анатолий Платоновăн ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ, чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Тĕрлĕ пăтăрмахсем те асран каймаççĕ. Пĕррехинче шкул умĕнчи пĕвере, кĕрхи пăр çирĕпленмен пирки, тăхтав вăхăтĕнче шкул ачи шыва кĕрсе ÿксе путма тытăннă. Пирĕнтен аслăрах Аркадий Петров вăрăм патак тытрĕ те пăр тăрăх путакан патне хырăмпа шуса пычĕ, патак вĕçне ачана тыттарса çырана туртса кăларчĕ, вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Шел те, Александр Баранов вара çурхи ейÿ ансан шкултан киле таврăннă чух шыв юххине лексе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче те йывăрлăхсем чылай пулнă. Ял хуçалăх техники пирĕн пата çитеймен. Çапах пурнăç пĕчĕккĕн улшăнса пычĕ. Уйри тырра çурлапа, лашаллă жнейкăпа пуçтарсан районти машинăпа трактор станцийĕнчен кĕр вĕçнелле е хĕл пуçламăшĕнче тырра тĕшĕлеме молотилка пыратчĕ. Колхозниксем кăнтăрла та, çĕрле те куç хупмасăр ĕçлетчĕç вара. Ĕçе шкул ачисем те хутшăннă.

Йывăр вăхăтра та çулла волейбол площадки шавласа çеç тăратчĕ: пĕчĕкреххисем выляма хăнăхатчĕç, аслăраххисем çĕнтерессишĕн ăмăртатчĕç.

Клубра халăха Иван Иванов ырă кăмăлпа кĕтсе илетчĕ. Унта шашка-шахмат вăййисемпе ăмăртусем ирттернĕ. Драма кружокĕ, хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕ пултаруллă ĕçлетчĕ. Куçса çÿрекен кино е Шупашкарти артистсем концертсемпе, спектакльсемпе килсен залра ирĕклĕ вырăн юлман.

Вăрçăн малтанхи çулĕсенче каç пулсан пÿртри чÿречесене чаршавпа хупаттăмăр: тăшман самолечĕсем ăнсăртран вĕçсе çитсе, çутă курса бомбăсем пăрахасран хăранă. Ялта ватăсем тата ача-пăча, салтака юрăхсăррисем çеç юлнă ун чухне, пĕтĕм ĕç вĕсен тата хĕрарăмсен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ.

Фронтри хыпарсем ялсене чылай кая юлса çитнĕ – хальхи пек радио та, телевидени те пулман... Вăрçă хирĕнчен килекен çырусенчен кăштах пĕлкеленĕ. Унта темĕн çырма юраман, çырусене тĕрĕсленĕ, йĕркене çирĕп тытмалла пулнă.

Темле йывăр, хурлăхлă самантсене те халăх чăтнă. Хастарлăха, ĕçе «Йăлтах фронт валли» лозунгпа çыхăнтарнă. Патшалăха тырпул, сĕт-çу, аш-какай парса плана вăхăтра пурнăçласси кашнин пĕрремĕш тивĕçĕ пулнă.

Апла пулин те учительсем пире май килнĕ таран хавхалантарма тăрăшатчĕç. Çĕнĕ çул ячĕпе класра чăрăш лартатчĕç. Унта килте пĕçернĕ пĕремĕк евĕрлĕ çимĕçсем çакăнса тăратчĕç.

Христиансен уявĕсем пирки ун чух эпир пĕлмен. Анчах Христоса шыва кĕртнĕ кун умĕн çамрăксем хăйсен малашнехи пурнăçне пĕлес тесе авалхи йăлапа юмăç яратчĕç. Çветкă эрнинче мĕнле те пулин кулăшла мыскарасем кăтартма килтен киле кĕрсе çÿретчĕç.

Çăварни эрнинче çунашкапа ярăннине лайăх астăватăп. Хĕрсемпе каччăсем лаша кÿлнĕ, пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă çунапа урамсем тăрăх ярăнса çÿретчĕç, халăха савăнтаратчĕç.

Мăнкун валли чуччу вырнаçтарнă, çитĕннисем те ярăнатчĕç. «Пыйти-шăрки вĕçсе кайтăр!» – тесе кăшкăратчĕç хăйсем. Хăюллăраххисем чуччу çине тăрса кашти тавра та çаврăнма хăрамастчĕç. Ваттисене асăнмалли кун çывăх тăвансемпе пуçтарăнса пăтă çинĕ.

Çимĕкре чÿречесене, хапхасене çулçăллă йывăç тураттисемпе илемлетни, масар çине кайса вилнисен тăпри çинче пулни асра.

Унтанпа ялсемпе хуласенчи пурнăç витĕмлĕ улшăнса пуянланни яр уççăн курăнать. Пурнăç палăрмаллах лайăхланчĕ: пÿрт-çурт хăтлă, кашни килте газпа электричество, ялсене çитме асфальт çул пулăшать. Лавккасенче кирек мĕнле тавара хăть хăçан туянма пулать. Пенси укçине патшалăх вăхăтра тÿлет. 75 çул вăрçăсăр, мирлĕ пурнăçпа савăнатпăр. Малашне те çапла пултăрччĕ. Йăлтах хамăртан килет.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика