Район ачисем – призерсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:30 Просмотров: 226

Çамрăк суйлавçă кунĕ (кăçал ăна февралĕн 16-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) умĕн Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ шкул ачисем хушшинче олимпиада ирттернĕ.

Суйлавçăсен прависен тата суйлав процесĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ ăс-хакăл тупăшăвĕн регионти тапхăрне 466 ача хутшăннă, 63-ĕн призерсен йышне кĕнĕ. Вăл шутра – Вăрнар районĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те.

Вăрнар район командинче сакăр çамрăк пулнă. Улттăшĕ республика шайĕнчи призерсем пулса тăнă. Вĕсем: Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Екатерина Войтенко, 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Анастасия Васильева, Вăрнарти                   1-мĕш вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Олег Яковлев тата Никита Никифоров, Мăн Явăшри вăтам шкулти 9-мĕш класри Анна Кошкина, Вăрманкас шкулĕнчи 9-мĕш класри Максим Петров.

Палăртма кăмăллă, Екатерина Войтенко олимпиадăн регионти тапхăрĕн призерĕсен списокĕнче 1-мĕш вырăнта пулнă. Шел те, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн пĕтĕм-летÿллĕ тапхăрне хутшăнма ăна 1 балл кăна çитмен.

Сăмах май, çĕршыв шайĕнчи çамрăк суйлавçăсем хушшинче иртекен олимпиадăна хутшăнакансен списокне иртнĕ эрнекун çирĕплетнĕ. Чăваш енрен унта хутшăнакансем çук.

«Кĕçех Раççей пуласлăхĕ 30 çула çитмен, шкулта, гимназире, лицейра вĕренекен çамрăк суйлавçăсенчен килĕ. Çавăнпа та пире шкулсенчи ачасен суйлав енĕпе право пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулни савăнтарать», – пĕлтерет Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ.

Вăрнарти территори суйлав комиссийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика