Халăх тухтăрсен ĕçĕпе кăмăллă юлтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:30 Просмотров: 275

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле район тĕп больницинче те пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш енри сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Ирина Левицкая, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хутшăннă.

Тĕп докладпа тĕп врач Николай Тинюков тухса калаçнă. Вăл сывлăх хуралĕнче 416 çын ĕçленине палăртнă, çав шутра 58-шĕ – врач, 211-шĕ – медсестра. Медицина ĕçченĕсем çитменрен «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ – амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ илме 127901 çын (48,9 процент) сиплев учрежденине килнĕ, профилактика тĕллевĕпе – 133464 çын (51,1 процент).

Пĕлтĕр стационарсенче 3792 пациент сипленнĕ, вăл планпа палăртнин 100,8 проценчĕ. Уйрăм ушкăнсенчи 5452 çын диспансеризаци витĕр тухнă, плана 108,4 процент пурнăçланă.

2019 çулта больницăн пурлăхпа техника бази çирĕпленнĕ: 2-мĕш поликлиникăра, ача-пăча уйрăмĕнче, пищеблокра, кĕлет хуралтисенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Икĕ ФАП çĕкленĕ, куçса çÿрекен мобильлĕ комплекса ĕçе кĕртнĕ. Николай Тинюков, Леонид Николаев сывлăх сыхлавĕнче тимлекенсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, халăх медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернипе кăмăллă юлмаллине палăртнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Ирина Левицкая район тĕп больницин ĕçне хăшпĕр кăтартусем тăрăх лайăх хак панă. Пациент пахалăхлă пулăшăва кирек хăш вăхăтра, кирек мĕнле вырăнта илме пултартăр тесе çирĕплетнĕ. «Медицина – манăн тĕп ĕç» проектпа килĕшÿллĕн «Тавтапуç, тухтăр! Тавтапуç, медсестра!» акцие пĕтĕмлетнĕ, район тĕп больницин стоматологне Ольга Егоровăна парнепе чысланă. Шăл тухтăрĕ «Халăх хисепĕ» общество наградин 100 лауреачĕ шутне кĕнĕ.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика