Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:35 Просмотров: 525

Уйкас Юнтапа çыннин саккунсăр майпа йывăç каснăшăн явап тытма тивет. Кун пирки уголовлă ĕç пуçарнă, ăна суда ярса панă.

Кăçалхи августăн 28-мĕшĕнче Ярмушка ял поселенийĕнче пурăнакансем полицин «Вурнарский» пайне пĕр çын вăрман касни çинчен пĕлтернĕ. Полици ĕçченĕсем ку хыпарпа тÿрех вырăна тухнă, Калининăри участок лесничествин Уйкас Юнтапа çумĕнчи вăрманта хыр тиесе тухакана тытса чарнă. Арçыннăн çакăн валли ятарлă ирĕк пулман. Çапла вăл Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине 15 пин ытларах тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Çавăнпа та саккунсăр вăрман каснăшăн административлă е уголовлă явап тыттарасси пирки кашнин пĕлмелле. Кодекс требованийĕсемпе вăрмана ятарлă документсăр турттарма юрамасть.

Н.ПРОКОПЬЕВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн дознавателĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика