Ветеринарсем ĕçре хастар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2020, 08:31 Просмотров: 242

Ветеринарсен тĕп тĕллевĕ – чĕрчунсен ерекен тата уйрăмах хăрушă чир-чирĕ сарăласран профилактика мероприятийĕсем ирттересси.

Пĕлтĕр 51 пин ытла тĕпчев ирттернĕ, 358 пин пуç чĕрчуна тата кайăк-кĕшĕке вакцинациленĕ. Сăмахран, иртнĕ çул лейкоз пуррипе çуккине пĕлме 11 пин ытла юн проби илнĕ, çапла вара плана 127 процент пурнăçланă. Туберкулезран 28389 пуç выльăха тĕрĕсленĕ. Телее, инфекци чирне тупса палăртман.

Выльăх-чĕрлĕх витисене таса тытни пĕлтерĕшлĕ. Районĕпе илсен, 124 пин тăваткал лаптăка дезинфекци тунă, дезинсекци тата дератизаци – 191 пин тăваткал метр ытла. Калас пулать, выльăх-чĕрлĕх витисене 85 пин тăваткал метр ытла шуратнă. Ку ĕçе пур ял хуçалăх предприятийĕсенче те туса ирттернĕ.

Урнинчен ирттермелли тĕп профилактика – вакцинаци. Çав тĕллевпе 10060 пуç мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе, 3942 йытта, 3682 кушака прививка тунă. Патшалăх ветеринари служби массăллă информаци хатĕрĕсем урлă та ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ.

Килти выльăх-чĕрлĕх урнă чирпе тискер чĕрчунсем çыртсан чирлет. Çавна шута илсе ветеринарсем сунарçăсемпе пĕрле тискер чĕрчунсен шăтăкĕсем патне тата çулсем хĕррине 1800 доза вакцина хурса тухнă.

Чир-чĕр ан сарăлтăр тесе тискер чĕрчунсен, хуçасăр йытăсемпе кушаксен шутне йĕркелесси тĕпре. 2019 çулта асăрхавсăр çÿрекен 147 йытта тата 62 кушака тытнă. 137 тилле тата пĕр кашкăра персе пăрахнă.

Ветеринарсем чĕрĕ сĕтĕн пахалăхне те тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ çул 6416 сĕт пробине илнĕ, 385-шĕ (6 проценчĕ) Техрегламент требованийĕсене пăхăнман.

2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электронлă ветеринари докуменчĕсем пама пуçланă. Вĕсен шучĕ пĕр миллионран иртнĕ. Санкцилемен продукцие, выльăх-чĕрлĕх чĕртаварне турттарассине чарас тĕллевпе ветслужба ĕçченĕсем ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле автоçулсем çинче рейдсем ирттереççĕ.

– Калас-тăк, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме районти ял хуçалăх организацийĕсенче условисем çителĕклĕ, зооветеринари мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ, – пĕтĕмлетрĕ чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика