Раççей Пенси фончĕ паракан социаллă тÿлевсен хăшпĕр тĕсĕн виçи нарăсăн 1-мĕшĕнчен ÿснĕ.
Çак шутра, РФ Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 99 пине яхăн çын илсе тăракан ЕДВ. Ăна 3 процент индексациленĕ. Федерацин çак çăмăллăхне тивĕçтерекен пысăк пайĕ – инвалидсем. Вĕсен шутне çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, хĕрÿ вырăнсенче пулнисене, çак ушкăнсенчи граждансен тăлăх арăмĕсене, радиаци катастрофине сирме хутшăннисене, ыттисене кĕртеççĕ.
ЕДВ тытăмĕнчи социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххине те 3 процент индексациленĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна укçан та илме юрать. Унăн хакĕ нарăсăн 1-мĕшĕнчен – 1155,06 тенкĕ. Çавăн пекех вилнĕ çынна пытарнăшăн тăванĕсене паракан пособи те ÿснĕ. Нарăс уйăхĕнчен унăн виçи 6124,86 тенкĕпе танлашнă.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
