Манăн юратнă вĕрентекенĕм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:35 Просмотров: 942

Юратнă вĕрентекен! Чылай ачан асĕнче ĕмĕрлĕхех упранать вăл. Эпĕ вара хама кĕçĕн классенче вĕрентнĕ Людмила Петровна Фроловăна паян кунччен те асран кăлармастăп. Вăл, анчах вĕренсе тухнăскер, чуна илĕртекен сăн-сăпатлăскер,  йăрăс пÿллĕскер – пирĕн класа пĕрремĕш кĕни те куç умĕнчех. Людмила Петровнăн кашни хусканăвĕ,  шăнкăрав пек уçă   сасси пире, пĕрремĕш вĕренекенĕсене, тÿрех  тыткăнларĕ.

Харăсах икĕ класс пĕрле вĕренеттĕмĕр, анчах та урок вăхăтĕнче шавланине,  пĕр-пĕрне кансĕрленине астумастăп. Пурте Людмила Петровнăна тимлĕн итлетчĕç, мĕн хушнине пурнăçлатчĕç. Уроксенче тĕрлĕ вăйă   выляттаратчĕ те –  мĕн вĕреннине лайăхрах астуса юлаттăмăр. Сасă хăпартмасăрах çирĕп ыйтма пĕлетчĕ, хавхалантаратчĕ, мухтаса та илетчĕ. Тĕрлĕ сăвăкалавсене çав тери илемлĕ вулатчĕ, ăна татах та татах итлес килетчĕ. /керме,  çыхма, çĕлеме, тĕрлеме, юрлама, ташлама – мĕн кăна тума вĕрентместчĕ пуль вăл пире! Экскурсисене, походсене каяттăмăр – курманнине кураттăмăр, пĕлменнине пĕлеттĕмĕр.  Мĕнле аванччĕ пĕрле çÿреме! Маншăн  вăл чи  ырă, чи ăслă, чи ăнлануллă   çын пек туйăнатчĕ!

Людмила Петровна пирĕн шкула вĕрентме килнĕ чухне качча  тухманччĕ.  Чечек пек хитре вĕрентекенĕмĕре Ярмушка шкулне нумаях пулмасть ĕçлеме килнĕ Евгений Павлович Фролов куç хывнă та туй кĕрлеттерчĕç. Туй кунĕнче эпир класĕпех чечек çыххисем хатĕрлесе саламлама кайнăччĕ.

Кунсерен шкула тулли те хавас кăмăлпа çÿреттĕм, уроксене тăрăшсах  хатĕрленеттĕм. Людмила Петровна вĕрентме пуçласан ĕмĕт çуралчĕ: манăн та ун пек вĕрентекен пулмалла.  Эпĕ анчах мар, пĕр класра вĕренекенсенчен тăваттăн аслă  шкулта пĕлÿ илсе учитель пулса тăтăмăр. Çакăнта ырă та ăслă, илемлĕ те сăпайлă, пултаруллă   та тăрăшуллă, ăшă   чунлă, çаврăнăçуллă   вĕрентекенĕн  тÿпи питĕ пысăк тесе шутлатăп.

Хальхи вăхăтра ман юратнă   вĕрентекенĕм тивĕçлĕ канура. Хăйĕн мăшăрĕпе, 32 çул ытла Ярмушка шкулĕн директорĕнче тимленĕ  Евгений Павловичпа, икĕ ывăлпа  пĕр хĕре аслă   пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. Виççĕшĕ те çемье çавăрнă. Куç тулли пилĕк мăнук  килмессерен савăнтарса хăвараççĕ  вĕсене.

Эпĕ хамăн юратнă   вĕрентекенĕмсене çĕре çити пуç тайса тав тăватăп! Сывлăхăр çирĕп, ĕмĕрĕр вăрăм,  пурнăçăр пур енлĕ пуян та савăнăçлă, ырă та телейлĕ пултăрччĕ! Таймапуç сире!

В.ИЛЬИНА,

Ярмушкари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика