Юбилей умĕнхи тĕлпулу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2020, 09:09 Просмотров: 236

Вăрнара 1922 çулта Шупашкартан куçса килнĕ ял хуçалăх техникумĕ уçăлнăранпа кăçал 100 çул çитет. Малтанласа вăл тĕп хулари паянхи Карл Маркс урамĕнчи Ехрем хуçа çуртĕнче 1920 çулта ял хуçалăх шкулĕ, каярахпа училище ятпа агрономсем хатĕрленĕ. Пĕрремĕш кăларăм 7 çынран тăнă.

Училищĕн вĕренÿ хуçалăхĕ те пулнă, вăл хула халăхĕ Владимирская горка тесе ят панă вырăнти 1917 çулта хупнă Спасо-Преображенская ятлă хĕрарăмсен мăнастирĕн çĕрĕ çинче пулнă.

Училищĕне Вăрнара кунти хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă çуртсене куçарнă. 1929 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен техникумĕ тенĕ. 1933 çулта ветеринарсем, 1935 çулта зоотехниксем хатĕрлекен уйрăмсем уçнă май зооветеринари техникумĕ ят панă. Сăмах май, училище Вăрнара куçсан вĕренÿ хуçалăхĕ йышăннă Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕ çумĕнчи чиркÿре нумай çул пушă ларнă хыççăн 1940–1956 çулсенче тĕп хулари аш-какай комбиначĕн кăлпасси туса кăларакан цехĕ ĕçленĕ. Эпĕ астăвасса, çав чиркÿ çумĕнчи йывăç çуртра иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче ритуал лавккиччĕ. Унта çын вилсен ăна юлашки çула ăсатма кирлĕ хатĕр-хĕтĕр сутатчĕç. Çак чиркÿ 72 çул хушши асап тÿснĕ хыççăн 1989 çулта çĕнĕрен уçăлчĕ, паянхи кун вăл Турра ĕненекенсем пысăка хурса хисеплекен, туристсем те йышлăн çÿрекен чиркÿсенчен пĕри пулса тăчĕ.

100 çул хушшинче техникумран пиншер çын вĕренсе тухнă, чылайăшĕ ял хуçалăхĕнчи паллă специалистсем пулса тăнă. Унсăр пуçне вĕсене техникумра тĕвĕленнĕ туслăх та пĕрлештерсе тăрать. Уйрăммăнах 1960–1970 çулсенче вĕренсе тухнисем паянхи кун та тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсен тепĕр ырă ĕçĕ – кашни çул тĕлпулăва пуçтарăнса техникумра ирттернĕ кунсене аса илесси, пĕрле вĕреннĕ туссен паянхи кун-çулĕпе паллашасси, май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшасси, çулсем кайнă май кам та кам пурнăçран уйрăлсан юлашки çула ăсатнă çĕрте пуласси йăлана кĕчĕ.

Шел пулин те, юлашки икĕ çулта Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Саша Майскипе ял хуçалăх академийĕн проректорĕнче нумай çул ĕçленĕ, хамăр районти Кив Мĕлĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Георгиевич Игнатьева юлашки çула ăсатма тиврĕ, çавна май пурте пĕр минут шăпăрт тăрса вĕсен ячĕсене чысларĕç.

Пĕрремĕш тĕлпулăва 2005 çулта 12 çын килнĕ пулсан, каярахпа техникум студенчĕсем пулнисен шучĕ çултан-çул хушăнсах пычĕ. Сăмахран, виçĕмçулхи тĕлпулăва 34 çын килсе çитрĕ. Вăл Вăрнарта, техникумăн тĕп корпусĕнче, иртрĕ. Çакăн пирки «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат та 2017 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухнă «50 çул иртсен» статьяра çырнăччĕ. Кăçалхи, юбилей умĕнхи тĕлпулу, Шупашкарта иртрĕ, унта 28 çын килме пултарчĕ. Çав шутра республика тулашĕнчен – Свердловск облаçĕнчи Сысерть районĕн ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ, хамăр районти Иртеменкассинче çуралса ÿснĕ Владислав Артемьевич Сергеев Татьяна мăшăрĕпе пулчĕç. Сывлăха кура е урăх сăлтавпа килейменнисем хăйсем çав тери куляннине тĕлпулу вăхăтĕнче телефонпа пĕлтерчĕç, тепĕр тĕлпулăва пурпĕрех çитессе шантарчĕç.

Тĕлпулу ветеринари врачĕсен мăнаçлăн янăракан гимнĕнчен пуçланчĕ, залра ларакансем ăна ура çине тăрса итлерĕç. Аякран килнĕ хăнасем сумлă çынсене техникум 100 çултине палăртса ветеринари эмблемине ÿкернĕ, «С праздником ВСХТ – 100 лет» тесе çырнă, Сысерть хулинчи фарфор заводĕнче ятарласа хатĕрленĕ чей чашкисем парнелерĕç.

Çак пархатарлă ĕç Шупашкарти тĕп пасарти ветеринари тĕрĕслевĕн лаборатори пуçлăхĕнче ĕçлекен, техникумран 1967 çулта вĕренсе тухнă Зося Брониславовнапа унăн мăшăрĕ, 1961–1965 çулсенче вĕренсе зооветтехник дипломне алла илнĕ Анатолий Владимирович Владимировсем пуçарнипе йĕркеленнĕ, вĕсемех техникумран вĕренсе тухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă специалистсене шыраса тупса тĕлпулăва явăçтарассишĕн обществăлла майпа, пĕтĕм тăкаксене хăйсем çине илсе туса пыраççĕ. Сăмах май, Анатолий Владимирович техникум хыççăн Совет Çарĕнчи хĕсметрен таврăнсан медицина врачĕн дипломне алла илсе ăста невропатолог пулса тăчĕ.

Пухăннисем хушшинче çулпа чи асли, 1941–1944 çулсенче техникумра вĕреннĕ, 1967–1978 çусенче çавăнтах студентсене хирурги предметне вĕрентнĕ, 1978–1986 çулсенче Шупашкар хулин тĕп ветеринари врачĕнче тимленĕ 91 çулхи Петр Семенович Ливанов та мăшăрĕпе пулчĕ. Вăл хăйĕн асаилĕвĕнче вăрçă вăхăтĕнче техникум корпусĕнче Вăрнарти эвакогоспитальтен сывалса тухнисенчен йĕркеленĕ артиллери полкĕ вырнаçнине, çавна май техникума Мĕлĕш тăрăхне куçарнине, 1943 çулччен ветеринари уйрăмĕ Кив Мĕлĕшре, зоотехниксем хатĕрлекен уйрăм Çĕн Мĕлĕшре пулни, вăл вĕреннĕ çулсенче техникум Ленинла Комсомол 15 çул ятпа хисепленни, выçăллă-тутăллă пурăнни, каçсерен техникум вырăнĕнчи çар чаçĕнче фронта кайма хатĕрленекен салтаксем стройпа утса юрланă юрăсем Мĕлĕшре те илтĕнни çинчен куççуль витĕр каласа пачĕ.

Унăн мăшăрĕ Елена Валеевна та Петр Семеновичпа институтра вĕреннĕ чух паллашни, маттур чăваш каччипе пĕр-пĕрне килĕштерни, мăшăрлансан алăри икĕ ачапа Якутинче тата Монголире çăмăл мар условисенче ĕçлени, унтан таврăнсан техникумра преподаватель ĕçне тытăнни, кунта тимлекен ытти вĕрентекенсем вĕсене ăшшăн йышăнни çинчен каласа пачĕ. Залра ларакансем хушшинче унăн ушкăнĕнче пулнă студентсене 50 çул ытла иртнĕ пулсан та çăмăллăнах палласа илчĕ, вĕсем ыйтнипе, хăй тутар хĕрĕ пулнă пулсан та чăваш юррине шăрантарса савăнтарчĕ.

Хамăр районти Авруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1967 çулта техникумран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, 1980–2003 çулсенче Чăваш ял хуçалăх институтĕнче кафедра доцентĕнчен пуçласа ректор таран ÿссе 1991–2012 çулсенче çак аслă шкула ертсе пынă, 1995 çулта институтран академи тума пултарнă ветеринари наукисен докторĕ, профессор, 1998–2003 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă Николай Кириллович Кирилловăн асаилĕвĕ те питĕ интереслĕ пулчĕ. Вăл каласа панă тăрăх, техникумра илнĕ пĕлÿ унтан вĕренсе тухнă нумай çамрăка малалла аталанма, çĕршыв шайĕнче паллă çынсем пулма май панă.

Паянхи куна Вăрнар техникумĕнче туптанса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă специалистсем хушшинче 10 наука докторĕ, 15 наука кандидачĕ. Унăн вăрман ăшĕнче вырнаçнă пысăк мар тăван ялĕнчен 17 çухрăмра вырнаçнă техникумран 41 ача вĕренсе тухнă, çавна май Николай Кириллович ветеринари специалисчĕсен шучĕпе Авруй ялне Раççей шайĕнчи пĕртен-пĕр ял тет. «Çапла вара пирĕн ялта кашни автан пуçне икĕ ветеринари врачĕ тивет», – тесе шÿтлесе те илчĕ.

Çак сăмахсем çумне техникумра манпа пĕр ушкăнра вĕреннĕ, 10 краватлĕ пÿлĕмре пурăннă чух потопка кăмакара иксĕмĕр пĕчĕк чукунпа апат пĕçерсе çинĕ, военкомат ыйтнипе ытти студентсенчен çулталăк маларах экзаменсем тытса техникумран Совет Çарне хĕсмете кайнă Николай Кириллович Алексеев хушса калани те кăсăклă пулчĕ. Сăмах май, вăл та Авруй ялĕнчен, маларах асăннă Кирилловăн пиччĕшĕ. Совет Çарĕнчен таврăнсан 1968–1969 çулсенче совхоз-техникумрах ветеринари врачĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1974 çулта Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухсан техникум директорĕ Василий Михайлович Ведин, çамрăк специалистăн ун чухнехи саккунпа Пăрачкав районне ĕçлеме каймалла пулнине пăхмасăр, ун пирки ан кулян, ку ĕçе хамах йĕркелĕп, тесе ăна анатоми преподавателĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Каярахпа унăн 16 çул завуч тивĕçĕсене пурнăçлама, 2003–2006 çулсенче техникумăн 13-мĕш директорĕ пулма тивнĕ. Техникумра 32 çул хушши преподаватель ĕçне пысăк пахалăхпа туса пынăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ. Николай Кириллович сăмахĕнчен нумай интереслĕ фактсем палăрчĕç. Сăмахран, Авруйĕнчен тухнă ветеринарсенчен тăваттăшĕ наука докторĕ, иккĕшĕ кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлесе профессор тата доцент ятне илнĕ. Унсăр пуçне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче 53 киллĕ Авруй ялĕнчен 24 çынран тăракан Ливановсен тата Лабиновсен ветеринари династийĕ тухнă, вĕсен пĕтĕм ĕç стажĕ 1696 çулпа танлашать.

Техникумран 1968 çулта вĕренсе тухнă, 40 çул ытла ял хуçалăхĕнче зоотехникра ĕçленĕ Раиса Владимировна Ананьева асаилĕвĕ те залра ларакансене шухăшпа иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсене тавăрчĕ. Вăл техникумри вĕренĕве учхозри ĕçпе çыхăнтарнине, ĕçпе пиçсе вĕреннине, учхозри пĕтĕм ĕçе студентсем тÿлевсĕр туса пынине, утă ĕçне пĕтермесĕр çуллахи каникула та яманнине, пурăнма условисем хальхи пек хăтлă пулманнине, пурăнмалли пÿлĕмсене хутса ăшăтма юр айĕнчен чавса кăларнă чĕрĕ вутта ал пăчкипе татса вакласа çурнине, ăна та пулин нормăпа панине, краççын лампи çутипе уроксем тунине, шыва çырмари çăлтан витрепе йăтнине, пурпĕрех йывăрлăхсене чăтаймасăр вĕренме пăрахманни, çав-çавах хаваслă, туслă пурăнни çинчен аса илчĕ.

Техникумра тĕвĕленнĕ туслăх паян кун та çирĕппи çинчен унта 1961–1965 çулсенче вĕреннĕ, Совет Çарĕнчен таврăнсан аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн мĕн пенсие тухиччен Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче вăй хунă Виталий Сергеевич Волковăн асаилĕвĕ те питĕ интереслĕ пулчĕ. Вăл Камчаткăра тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă вăхăтра, 1968 çулта, округри комсомол организацийĕн секретарĕсен конференцийĕнче трибуна умне сăмах калама хăпарнă 3-мĕш рангри капитан техникумран хăйĕнчен икĕ çул маларах вĕренсе тухнă Красноармейски район каччи Валерий Павлович Павлов пулнине палласа илет. Вăл ун чухне Петропавловск хулинчи тинĕс-çар базин хушма хуçалăхĕн директорĕ пулнă иккен. Паллах, тăхтав вăхăтĕнче анчахрах комсомолецсем умĕнче сăмах каланă тинĕс-çар офицерĕпе иккĕмĕш статьяри старшина алă парса ыталанни конференцие хутшăннă халăхшăн савăклă кĕтменлĕх пулса тухнă. Валерий Павлович ĕçĕ-хĕлĕ, вăл хуçалăха ăста ертсе пыни çинчен Мускавра тухса тăракан «Красная Звезда» хаçат та çырса кăларнă иккен. Каярахпа, отпуска килсен, Валерий Павлович кашнинчех Шупашкара ун патне кĕрсе тухнă. «Шел, Валерий Павлович халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ», – салхуллăн пĕлтерчĕ Виталий Сергеевич.

Асаилÿ çăмхине сÿтнĕ май вĕрентекенсем теорие практикăпа çыхăнтарассине пысăк тимлĕх уйăрни, çавăнпа студентсене час-часах таврари ялсенчи халăхăн выльăхĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен прививкăсем тунă çĕре явăçтарни çинчен те калаçу пулчĕ. Чăнах та, иккĕмĕш курс хыççăн кĕркуннепе çуркуннесенче пирĕн алран шприц кайман. Çавна май пĕр интереслĕ самант аса килчĕ. Пĕррехинче Санарпуçĕнчи тĕп урампа сыснасене прививка туса çÿренĕ чухне пĕр киле çитрĕмĕр те унта туй пырать иккен, тĕрĕсрех, туй хыççăнхи тепĕр кунне хăтасемпе çывăхрах паллашни. Пирĕн енче ăна курнуй теççĕ. Хушнă ĕçе тунă хыççăн пире, виçĕ студента, кĕçĕн çын упăшки вăйпа тенĕ пекех пÿрте илсе кĕрсе курнуй сĕтелĕ хушшине лартса хăна туни паян кун та асра. Çапла, пирĕнтен туй парни вĕсен сыснине укол туни пулчĕ пулас. Ку ĕç 57 çул каялла пулнăччĕ.

Тĕлпулăва пуçтарăннисем хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕн ăста специалисчĕсем пулнă, паян пурте пенсионерсем. Вĕсем хăйсем вĕреннĕ вăхăтра техникумăн пине яхăн яшпа хĕр шавĕпе кĕрленĕ вĕренÿ корпусĕ хальхи вăхăтра пуш-пушă янраса ларнишĕн пăшăрханнине те палăртрĕç.

Шупашкарта никĕсленсе Вăрнарта техникум ятне илнĕ, кăçал 100 çул тултаракан ял хуçалăх вĕрентÿ заведенийĕн юбилейĕ вĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ «alma mater» пулнине палăртса, техникумăн иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенчи студенчĕсем çитес тĕлпулăва унăн сумлă юбилейĕ ячĕпе ирттерес терĕç.

Вăрнарти техникумра 1961–1965 çулсенче вĕреннĕ

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика