Улталама ан парăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2020, 09:11 Просмотров: 247

Мушенниксем пуçтахланни çинчен илтмен-пĕлмен çын çук пулĕ халь. Хаçатсем те пĕрмаях çыраççĕ ун пирки, телевизорпа та ултавлă тĕслĕхсемсĕр криминаллă хыпарсем çук.

Çапла пурте пĕлеççĕ, шар курнисене те шеллеççĕ, анчах япăххи хăйсене пырса тивмĕ тесе шутлаççĕ пулмалла – тимлĕхе çухатаççĕ. Сыхă пулма пĕрмаях ăнлантаратпăр пулин те, ултавçăсене хăйсен аллипе укçа куçарса паракансен е банк карттин реквизичĕсене пĕлтерекенсен шучĕ пурпĕрех чакмасть. Иртнĕ эрнере те шулĕксене ĕненсе каллех икĕ çын укçасăр юлнă.

Малтанах полицин «Вурнарский» пайне Вăрнарти 41-ри арçын килчĕ: банк карттинчен 54 пин тенкĕ çаратнине пĕлтерчĕ. Укçа çухаличчен ун патне палламан çын шăнкăравланă-мĕн, хăйĕнпе банк сотрудникĕ тесе паллаштарнă. «Сирĕн счет çинчен укçа вăрлама хăтланнă», – тесе хăратнă вăл, антивирус программине вырнаçтарма сĕннĕ. Хайхи арçын ĕненнĕ, ярса панă программăна та смартфонĕ çине лартнă. Каярахпа преступник банк карттин вăрттăн кочĕсене ярса пама та ÿкĕте кĕртнĕ. Çакăн хыççăн çухалнă та картта çинче упраннă 54 пин тенкĕ. Суя «банк сотрудникĕ» вара текех çыхăнăва тухман...

Шар курнă арçын пĕлтернĕ тăрăх, шулĕксем банкăн «вĕри лини» телефонĕ евĕр номертен шăнкăравланă-мĕн. Тата сăмахĕсем те питĕ ĕнентерÿллĕ пулнăран вăл чăнах та хăй финанспа кредит организацийĕн сотрудникĕпе калаçнине иккĕленмен. Çавăнпа та тимлĕх кирлĕ: мушенниксем çынсен психологине лайăх пĕлеççĕ, гипноз евĕр ăс-тăна минретсе хăйсен енне çавăрма пултараççĕ.

Иккĕмĕш ултавлă тĕслĕх февралĕн 1-мĕшĕнче çырăнчĕ. Ку хутĕнче мушенниксем Вăрнар çыннине анлă сарăлнă тепĕр меслетпе чике тăршшĕ лартнă. Ун патне те паллă мар телефон номерĕнчен суя «банк сотрудникĕ» шăнкăравланă, «сирĕн банк карттине чарса лартнă» тенĕ вăл. Разблокировка тума карттăн реквизичĕсем кирлине ĕнентерме пултарнă. Телефонпа калаçнипех палламан-пĕлмен çынна пĕтĕм вăрттăн даннăйсене хыпарланă арçын 73152 тенкĕсĕр тăрса юлнă.

Асăрхаттаратпăр: сыхлăха çухатсан кирек кам ултавçăсен серепине лекме пултарать. Çавăнпа та банк сотрудникĕсем текен çынсем шăнкăравласан, банк карттипе çыхăннă «саккунсăр операци» çинчен пĕлтерсен, вĕсемпе калаçма-хутшăнма кирлĕ мар, телефона тÿрех хурăр. Енчен те иккĕленÿ çуралчĕ-тĕк, банкăн е финанс организацийĕн вырăнти офисне кайăр, хăвăра пăшăрхантаракан информацие унта ыйтса пĕлĕр. Е тата банк карттин хыçал енчи «вĕри лини» номерĕпе те шăнкăравлама юрать.

Ан манăр: чăн банк ĕçченĕсем хăйсен клиенчĕсен карттисемпе çыхăннă конфиденциаллă сведенисемпе кодсене нихăçан та ыйтмаçççĕ – вĕсене сотрудниксем ахаль те пĕлеççĕ. Банк карттин вăрттăн реквизичĕсене улталаса ыйтакансем, ан иккĕленĕр, – шулĕксем.

Андрей СОРОКИН,

полицин «Вурнарский» пайĕн

полици пуçлăхĕн заместителĕ

полици подполковникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика