Наркотиксемпе кĕрешес вырăнне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2020, 09:11 Просмотров: 208

Следстви органĕсем республикăра пулса иртнĕ киревсĕр преступлени пирки те хыпарлаççĕ.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленин оперуполномоченнăйĕ хăй наркотик сарма хăтланнăшăн çакланă иккен. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç те пуçарнă.

Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн пресс-служби ку преступлени пирки çакăн пек информаци пĕлтерет: «Кăçалхи январьте ку сотрудник хăй паллакан хĕрарăм урлă 300 пин тенкĕпе 1,1 кг наркотик сутма хăтланнă (наркăмăша кайран йĕрке хуралçисем туртса илнĕ). Январĕн 23-мĕшĕнче хайхи арçын хĕрарăм патне «ĕмĕтленнĕ» укçа патне килнĕ. 50 пин тенкĕ кăна илсен вăл ытти пайне ыйтма тытăннă. Çав вăхăтра хĕрарăма вăйпа та хăратнă, наручниксемпе те усă курнă.

Наркотик мĕнле майпа тупăнни пирки халĕ тĕрĕслев пырать. Киревсĕр преступление республикăри следстви управленийĕн, ФСБ тата ШĔМ сотрудникĕсем пĕрле оперативлă ĕçленипе тупса палăртма май килнĕ. Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика