Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2020, 09:11 Просмотров: 224

Вăрнар район прокуратури пĕлтĕр ĕç саккунĕсен пурнăçлавĕ енĕ-пе ирттернĕ асăрхав кă-тартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Иртнĕ 12 уйăхра прокуратура ĕç саккунĕсене пăснă 1179 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсенчен ĕç тÿлевĕ енĕпе чи нумаййи – 125, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе – 43 тата ĕçпе тивĕçтерессипе – 1. Ку çитменлĕхсем тăрăх 2 хирĕçлев çырнă* шутласа панă, анчах тÿлемен шалăва шыраса илме ыйтса суда 93 заявлени янă (пĕтĕмĕшле 1826 пин тенкĕлĕх). Кăлтăксене пĕтерме хушса 30 представлени çырнă: ку шутран 8-шĕ ĕç сыхлавĕн тата 17-шĕ ĕç тÿлевĕн саккунĕсене пăснине тÿрлетме каланисем. Çак тапхăрта прокурор йышăнăвĕпе 15 çынна административлă явап тыттарнă.

Вăрнар район прокуратуринче «сăрă» ĕç рынокне хирĕç тăрас ыйтусемпе «вĕри лини» йĕркеленĕ. Ĕç хутшăнăвĕсене саккуна пăсса йĕркеленĕ-и, ĕç паракан шалăвăн пайне «конвертпа» тÿлет-и, ĕç укçине вăхăтра е туллин тÿлесе татмасть-и – çак тата ытти тĕслĕхсем пирки район прокуратурине 2-54-04, 2-51-52 телефонсемпе ĕç кунĕсенче 9 сехетрен 18 сехетчен шăнкăравласа пĕлтерме пулать. Кашни пĕлтерÿ тĕлĕшпе пуренлĕ тĕрĕслев иртĕ, саккуна уяманни çирĕпленсен прокуратура тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕ.

А.СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика