Арçын ачасем ытларах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2020, 09:13 Просмотров: 291

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн информацийĕ тăрăх, çĕнĕ çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче районта 14 пепке çут тĕнчене килнĕ: 9 арçын ача тата 5 хĕрпĕрчи.

Палăртмалла, çак шутран çурри енне – 6 ача – мăшăрланура тăман (4-шĕ пĕччен) амăшĕсен çуралнă. Виçĕ пепке çемьесенче пĕрремĕш пулсан, 5-шĕ – иккĕмĕш, 2-шĕ – виççĕмĕш, 4-шĕ – тăваттăмĕш ачасем.

Анчах, шел те, районта çынсен пурнăçĕсем татăлнă тĕслĕхсем нумай. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсен январь уйăхĕнче çак хурлăхлă сăлтавпа 40 акт çырма тивнĕ: 21 арçын тата 19 хĕрарăм пирки. Арçынсен вăтам пурнăç тăсăмĕ 60,6 çул пулнă-тăк, хĕрарăмсен – 79 çул.

Январьте çавăн пекех 7 çĕнĕ çемье çуралнине регистрациленĕ. Анчах уйрăлнисен шучĕ пысăкки пăшăрхантарать: 8 мăшăр арканса кашни тĕрлĕ çулпа кайнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика