Чĕринче çуралчĕ кĕвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:37 Просмотров: 546

Чăваш енре эстрада çăлтăрĕсен йышне çирĕп утăмсемпе, шанчăклăн утса кĕнисенчен пĕрне Уйкас Явăшра çуралса ÿснĕ илемлĕ сасăллă тенора пултаруллă музыканта Александр Арсентьева, асăнмасăр иртме çук. Искусствăри ăсталăхне Шупашкарти педагогика университечĕн музыка факультетĕнче туптанă.

Халĕ вăл Шупашкарти филармони çумĕнчи «Çавал» ансамбльте çепĕç те уçă сассипе пиншер çын чун-чĕрине тыткăна илет, баян çинче ăста вылянипе залри халăха вĕçĕмсĕр килентерет.

Александр Арсентьев искусство çулне хăçан тата мĕнле суйласа илнĕ-ха?

– Пĕчĕклех, – пат татса хучĕ вăл. – Эпĕ ача чухнех купăс калама юратнă, юрă-ташăпа çунатланнă. Манăн атте ялти чи ăста купăсçă пулнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах музыка енĕпе аслă пĕлÿ илес ĕмĕт çуралчĕ. Йывăр килчĕ пулин те ăна пурнăçа кĕртрĕмех.

Иртнĕ кунсенче мана ăста юрăçа, пултаруллă музыканта çурласа ÿснĕ тăван килĕнче тĕл пулма тÿр килчĕ. Ун чухне вăл пĕтĕм тĕнчери паллă вокалистсен Испанире иртнĕ фестивалĕнчен тин çеç таврăннăччĕ. 

Çĕнĕ кĕвĕпе çунатланнăскер, нота тетрадьне умне хучĕ те вăрăм пÿрнисемпе баян тÿмисем тăрăх хăвăрт-хăвăрт чуптарма пуçларĕ. Аккорд хыççăн аккорд илчĕ, нота çине темĕнле паллă турĕ. Унтан кĕвве тепĕр хут каласа пăхрĕ.

Часах кĕвĕ вăйланса, çĕкленсе кайрĕ. Ах, хăш вăхăтра, мĕнле çунатпа вĕçсе килчĕ Саша патне хавхалану туйăмĕ? Вăл каланă тăрăх, лайăх кĕвĕ хăвпа ху килĕшÿре пулнă самантра çуралать имĕш.

Çын ĕçне вăхăт хаклать. Унăн пултарулăхĕпе тавракурăмĕ ейĕве кайнă шыв пек сарлака, анлă. Музыка теоринче композицине лайăх чухлаканскер, юлашки вăхăтра хăй те юрă-кĕвĕсем çырма пуçларĕ.

В.МОСКВИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика