Ферма ĕçĕнчен уйрăлман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:37 Просмотров: 482

Кÿстÿмĕрти Феодора Андреева 90 çул тултарнă май, Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн Вячеслав Горбуновăн аллинчен тивĕçрĕ. Вăл ватăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. Ершепуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Максимов та ялти хисеплĕ ватăна, тыл ĕçченне ăшă сăмахсем каларĕ, вăрçă çулĕсенче тылра вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав турĕ.

Юбиляр хăйне çуралнă кунпа саламланăшăн савăннине пытармарĕ. 90 çулта пулин те вăй-хал пуррине, иртнĕ вăхăтсене лайăх ас тунине, шÿтлеме юратнине каларĕ.

Ф.Андреева вырăнти хуçалăхăн ĕне-выльăх ферминче мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен ĕçленĕ. Мăшăрĕпе 50 çул пĕрле пурăннă. Унпа пилĕк ачана пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Халĕ Феодора Николаевна Виталий ывăлĕпе пурăнать. Ватă çын хăйне телейлĕ туять, мĕншĕн тесен ачисем пурте ĕçлеççĕ, амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ, хуçалăхри хăшпĕр ĕçсенче пулăшу кÿреççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика