Шулĕксене ан ĕненĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020, 10:53 Просмотров: 227

Район çыннисене кĕсье телефонĕ е интернет урлă улталаса банк карттисенчен укçа çаратнă тĕслĕхсем нумайланчĕç.

Юлашки вăхăтра чи анлă сарăлнă преступлени – банк карттинчен саккунсăр майпа укçа куçарни. Сирĕн пата, сăмахран, суя «банк сотрудникĕ» шăнкăравлать: сирĕн карттăран укçа вăрлама е таваршăн тÿлеме хăтланаççĕ, тет. Эсир мĕн те пулин ăнланса иличчен хăвăртрах картта реквизичĕсене – номерне, хыçал енчи CVV-кодне – пĕлтерме ыйтать. Хăшпĕр чухне укçана «хăрушсăр» счет çине куçарма та хушаççĕ. Палламан-пĕлмен çынсене ан ĕненĕр: хăвăрăн банк картти çинчен нимле информацие те ан пĕлтерĕр. Такам калани-хушнипе укçана урăх счетсем çине чуххăммăн ан куçарăр!

Интернетри суту-илÿпе асăрхануллă пулмалла. Тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайчĕсемпе çыхăннă ултавсем питĕ нумай. Ултав схеми çакнашкал. Шулĕксем интернетра пĕр-пĕр тавар сутни çинчен пĕлтерÿ вырнаçтараççĕ. Туянас текен çынна вĕсем хакне тÿрех тÿлеме хушаççĕ. Ахаль лавккаринчен йÿнĕрех пулнăшăн хĕпĕртенĕ çын тимлĕхе çухатать, укçана чăнах та тÿрех куçарать. Анчах тавара кĕтсе илеймест е ăна пĕр-пĕр йÿнĕ япала ярса параççĕ. Çакăн пек улталанас мар тесен, тавара почтăпа описьпе яма ыйтăр. Ку документ пулсан почта ĕçченĕсем посылкăна тавара яриччен тата вырăна çитсен тĕрĕслеме тивĕçлĕ.

Шулĕксем сирĕн тăвансен е тус-пĕлĕшсен социаллă сетьри аккаунтне те «çĕмĕрме» пултараççĕ. Çакăн хыççăн вĕсен ячĕпе укçан пулăшма е кивçен ыйтма тытăнаççĕ. Ан ĕненĕр: ку ултавăн тепĕр тĕсĕ. Укçа куçарма васкиччен хайхи тăванăр е тусăр патне шăнкăравлăр. Хăвăрах курăр – унăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ, вăл сирĕнтен укçа та ыйтман.

Суя сайтсем. Вĕсем, тĕпрен илсен, хăрушсăр «https» вырăнне «http»-ран пуçланаççĕ. Суя сайтсене пĕлмелли тепĕр мел те пур. Унăн ятне адрес йĕркине кĕртмелле те шырав системинче хăçан йĕркеленнине тупмалла. Темиçе кун кăна ĕçлекеннисем – шăпах шулĕксен.

Анчах официаллă сайтра хăварнă сирĕн даннăйсем те ултавçăсене лекес хăрушлăх пур. Мĕншĕн тесен преступниксем сайтсен даннăйсен базине «çĕмĕрни» сайра мар. Çавăнпа та интернетра туянма-сутма ятарласа пĕр банк картти пултăр, унта пĕчĕк суммăсем кăна хурăр. Пысăк укçа упранакан кредит е шалу карттипе çак тĕллевпе усă ан курăр. Унсăрăн пĕр пуссăр юлма пултаратăр.

Банк картти – ултавçăсене сирĕн укçа патне çитме пулăшакан «уçă». Çавăнпа та карттăн вăрттăн реквизичĕсене ют çынсене пĕлтерме юрамасть. Иккĕленÿ пур-тăк, банка е «вĕри лини» номерĕпе шăнкăравласа хăвăра пăшăрхантарнине ыйтса пĕлĕр. Палламан-пĕлмен çынсене сăмах вĕççĕн ан ĕненĕр! Асра тытăр: банк сотрудникĕсем сирĕн картта реквизичĕсене нихăçан та ыйтмаççĕ.

С.НИКОЛАЕВ,

уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхĕ

полици подполковникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика