Рак каялла чакмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020, 10:54 Просмотров: 235

Онкологи чирĕсен ыйтăвĕ Чăваш енре те, Раççейре те çивĕч тăрать. Палăртмалла, Раççей Федерацийĕнче паянхи кун тĕлне онкологипе чирлекен 3,5 млн яхăн çын пурăнать, кашни çул вăтамран 600 пине яхăн çын усал шыçăсемпе аптăрать.

Республикăри кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр 3740 çын (2018 çулта сахалрах – 3539 çын) онкологи чирĕпе пĕрремĕш хут чирленине тупса палăртнă.

2018 çул пуçламăшĕнче «усал шыçăсем» диагнозпа диспансер учетне 28720 çын тăнă, ку вăл республикăра пурăнакансен 2,3 проценчĕ. Апла пулин те чир шайĕ Раççейринчен, Атăлçи федераллă округринчен пĕчĕкрех.

Уйрăмах ÿпкен, вар-хырăмăн, тÿрĕ тата хулăн пыршăн, сĕт парĕсен, ÿт-тирĕн усал шыççисем – чи анлă сарăлнисем.

Йăх-ăрура онкологи чирĕпе асапланакансем пурри, экологи, сиенлĕ йăласем, тĕрĕс мар апатланни усал шыçăсем аталаннин сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.

Чĕлĕм туртни ÿпке, пыр, тип пыр, çăвар хăвăлĕн, вар-хырăм, хырăм ай парĕн ракне пуçарма пултарать. Статистика çирĕплетет: пируса çăвара хыпмасăрах унăн тĕтĕмне сывлани те ÿпке ракĕн сăлтавĕ патне çитерет. Этем папилломин вирусĕсем амалăх пырĕн, çăвар хăвăлĕн, В тата С гепатит вирусĕсем пĕвер ракне пуçарма пултараççĕ.

Кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулни, хусканусем сахал туни хулăн пыршăн, сĕт парĕсен, амалăх пырĕн, хырăм ай парĕн, тĕрĕс мар апатланни апат çулĕн, вар-хырăм, тип пыр, хырăм ай парĕн ракне аталанма пулăшать. Алкогольлĕ шĕвексемпе айкашни çăваршăн, пыршăн, тип пыршăн, вар-хырăмшăн, хулăн пыршăшăн, пĕвершĕн, хырăм ай парĕшĕн, сĕт парĕсемшĕн сиенлĕ. Ультрафиолет пайăркисем ытлашши пулнине те ырламалла мар – ÿт-тир ракĕ аталанас хăрушлăх пур.

Палăртмалла, усал шыçăсем аталанас хăрушлăха сирес тесен сиенлĕ йăласенчен хăтăлма тăрăшмалла, пахалăхлă апат çимелле, хусканусем тумалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.

В гепатит вирусĕнчен вакцинаци тутармалла, усал шыçăсем пуррипе-çуккине тĕрĕслеттерсех тăмалла. Диспансеризаци витĕр вăхăтра тухмалла.

Чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртни, вăхăтра сипленни пурнăçа тăсма пулăшать. Диагноз лартсан онкологи чирĕнчен харпăр хăй тĕллĕн сипленме юрамасть. Тепĕр хут асăрхаттаратăп: чир палăрсанах тÿрех тухтăр пулăшăвĕпе усă курмалла. Тăхтама юрамасть.

Чăваш енри медучрежденисен, диагностика службисен пурлăхпа техника бази хальхи вăхăтри стандартсене тивĕçтерет.

2018 çулта чире малтанхи тапхăрта тупса палăртассин шайĕ 55,7 процентпа танлашнă пулсан, 2019 çулта – 56 процентпа. Çĕнĕ йышши диагностика технологине, тухăçлă меслетсене ĕçе кĕртни пĕлтерĕшлĕ. Республикăра иртнĕ çул çитĕннĕ 213725 çын диспансеризаци витĕр тухнă, 60703 çынна маммографи тĕпчевĕ тунă тата ытти тĕрĕслевсем пулнă.

Диспансеризаци вăхăтĕнче усал шыçă енĕпе 472 тĕслĕх тупса палăртнă, 2018 çулхипе танлаштарсан 50 тĕслĕх нумайрах.

Республикăри онкодиспансерта чирлисене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Тухтăрсем – хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн профессионалсем.

Усал шыçăпа кĕрешмелли мелсем: хирурги меслечĕ, химиотерапи, гормонотерапи, радиотерапи. Кашни çын, кашни чир валли уйрăм сиплев палăртаççĕ.

Пĕлтĕр «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ старт илчĕ, унта «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» федераллă проекта тимлĕх уйăрнă. Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырура онкологи чирĕсемпе кĕрешес енĕпе пĕтĕм наци программине пурнăçлама сĕннĕ, çав тĕллевпе пĕлтерĕшлĕ ĕçе наукăна, çĕршыври фарминдустрине явăçтармалли, онкоцентрсене çĕнетсе улăштармалли, тĕрĕс диагностика лартнинчен тытăнса пахалăхлă сиплев таранах комплекс тытăмне йĕркелемелли çинчен каланă. Проекта тапхăрпа пурнăçлама 2024 çулчченех палăртнă.

Чăваш Республикинче «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» программа çирĕплетнĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн онкопулăшупа тивĕçтермелли тăватă амбулатори центрĕ уçма палăртнă. Пĕр учрежденийĕ Канаш хулинче ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Астăвăр: чирлĕ çын виçĕ çул юппинче тăрать – чир, тухтăр тата чирлĕ çын хăй. Мĕнле çула суйласси унран хăйĕнчен килет. Вăхăтра сипленсен чире парăнтарма пулатех.

С.АГАФОНКИН,

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика