Патриотизм ĕçне хастар хутшăнар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020, 10:55 Просмотров: 210

Афган вăрçи пĕтнĕренпе çак шăматкун 31 çул çитет, анчах та унăн суранĕсем çав вăрçă витĕр тухнисен асĕнчех.

Паянхи куна вĕсем пурте тенĕ пекех 50 çултан иртнĕ, çулланнă çынсем. Шел пулин те, нумайăшĕ тĕрлĕ сăлтава пула чирлисен шутне лекрĕç, хăшĕсем пурнăçран ир уйрăлса кайрĕç.

Пирĕн районта çар службинче пулнисене пĕрлештерсе тăракан çичĕ обществăлла организаци ĕçлет. Вĕсенчен пĕри – «Российский союз ветеранов Афганистана» организацин вырăнти уйрăмĕ. 30 çул ытла ун ĕçне Сергей Геннадьевич Ефимов ертсе йĕркелесе пычĕ.

Январьте Афган вăрçине хутшăннисен обществăлла организаци членĕсем районти библиотека çуртне черетлĕ конференцие пуçтарăнчĕç, ĕçе хакларĕç, малашнехи плансене палăртрĕç. Ыйтусем пулнăран çакна тĕпе хыврĕç: Афган вăрçине хутшăннисен обществăлла организацийĕн членĕ пулма заявлени çырмалла, удостоверени илме сăнÿкерчĕк кирлĕ.

Малалла обществăлла организаци ĕçне ертсе пыма Николай Афанасьевич Иванова шанчĕç. Организацин тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илесси те малти вырăнта.

Конференцире тĕллевсене палăртнă май, шкулсенче Афган вăрçине хутшăннă салтаксен çамрăк тусĕсен отрячĕсене йĕркелеме тĕллев лартрĕç. Слетсем, тупăшусем, тĕлпулусем ирттермеллине палăртрĕç. Ун районти штабне йĕркелемелле терĕç. Ăна ертсе пыма Афган вăрçине хутшăннă пограничника Юрий Хрисанович Васильева хушрĕç. Планпа палăртнă тăрăх, февралĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун, Калининăри вăтам шкулта юрăпа строй куравне активлă хутшăнакансене дипломсемпе грамотăсемпе тата призсемпе хавхалантарма йышăнчĕç.

Çавăн пекех февралĕн 15-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Российский союз ветеранов Афганистана» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕ йĕркеленĕ концерт пулать. 14 сехетре пуçланать. Пурне те пырса курма сĕнетпĕр.

Юрий НИКИФОРОВ,

РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ,

республикăри «Пограничниксен çамрăк

тусĕсен отрячĕсем» штаб начальникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика