Вăрнарти «Кристалл» – çĕнтерÿçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020, 10:56 Просмотров: 228

Эрнекун «Чебоксары-Арена» пăр керменĕнче «Ылтăн шайба» клуб-ăн çамрăк хоккеисчĕсен республикăри ăмăртăвĕн финалĕ иртнĕ.

Татса паракан матчра Вăрнарти «Кристалл» команда Патăрьел районĕнчи «Олимппа» тĕл пулнă. Пăр çинчи тытăçу çăмăл килмен, анчах та пирĕн ентешсем – Руслан Алексеевăн тата Николай Старостинăн воспитанникĕсем – вăйлăрах пулнă, турнир çĕнтерÿçи ята çĕнсе илнĕ.

«Бронзăшăн» Елчĕк тата Çĕрпÿ районĕсен командисем вăй виçнĕ, ăнăçу «Яльчики» хоккей команди енче пулнă.

Финал вăййисене хутшăнакансене сумлă çынсем саламланă, призерсене медальсемпе, кубоксемпе, сертификатсемпе чысланă. Вăрнарти «Кристалл» хоккей клубĕ ял командисем хушшинче пулакан «Ылтăн шайба» ăмăртăвăн Пĕтĕм Раççейри тапхăрне хутшăнма путевкăна тивĕçнĕ. Вăл февралĕн 17–24-мĕшĕсенче Волгоград облаçĕнчи Волжский хулинче иртет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика