ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сивве пăхмасăр çĕршер çын йĕлтĕрсем сырчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020 10:57 Просмотров: 61

Хĕллехи спорт уявĕ – «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2020» массăллă чупу районта яланхиллех пысăк йышпа иртрĕ.

Шăматкун кăçалхи хĕлле пĕрремĕш хут шартлама сивĕ çапрĕ, анчах та йĕлтĕр тусĕсене вăл та, вичкĕн сивĕ çил те хăратмарĕ – çĕршер çын йĕлтĕрсем сырчĕ.

– Кăçалхи старта тĕллевлĕн хатĕрлентĕм. Кашни кун 7-шер–8-шар çухрăм юр тăрăх йĕрлерĕм. Йĕлтĕрпе яланах туслă пулнă. Маларахри çулсенче мăшăрăмпа иксĕмĕр ăмăртмалла тенĕ пек чупаттăмăр. Халĕ çухрăмсене пĕчченех çаврăнатăп. Апла пулин те чуна кичемлĕх пусмасть, йĕлтĕрпе ярăнни кăмăла çĕклет, вăй хушать. Тепĕр чухне кăна ялта йĕлтĕрçĕсем вуçех сахалланса пынишĕн пăшăрханса шутласа пыратăп, – терĕ Туçи Çармăсри Борис Сергеев.

Куллен йĕлтĕр йĕрĕ çинче пиçĕхни уншăн усăллă пулчĕ – ветерансем хушшинче хăй ÿсĕмĕнче вăл 1-мĕш вырăна тухрĕ, медале, диплома, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кубокне тата ăмăрту символикиллĕ шапкăна тивĕçрĕ.

Ку ушкăнрисене, паллах, ырă сăмахсемпе палăртмалла. Вĕсем – пуриншĕн те сывă пурнăç йĕркин паха тĕслĕхĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмре аслă ăрурисенчен «ылтăна» çавăн пекех Евгений Алексеев (Упнер), Георгий Никишов, Маргарита Афанасьева, Сергей Кисилев, Роза Медведева (Вăрнар), Владимир Тикинев (Вăрманкас), Татьяна Григорьева (Калинино) тивĕçрĕç.

Ăмăрту пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çакнашкал массăллă чупусем ирттерни уйрăмах ачасемшĕн кирлĕ ĕç пулнине палăртрĕ. Вăл ăмăрту ÿт-пĕве аталантарма пулăшнине кăна мар, кăмăла та çирĕплетнине, ку вара пурнăçра питех те кирлине палăртрĕ.

Пухăннисене çавăн пекех район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов саламларĕ.

Кăçал вăрнарсем вунпилĕк ушкăнра 1 е 2 километра старта тухрĕç. Дистанцие кашниех çăмăллăн вĕçлерĕ. Уйрăмах шкул ачисен, яланхиллех чи йышлисен, çиçĕмле чупăвне палăртмалла. Çакă шкулсенче йĕлтĕр спортне те пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет.

Шкул ачисенчен çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿлти пусми çине Александр Тикинев, Карина Федорова (1-мĕш шкул), Оля Скворцова, Света Матвеева, Ангелина Евлампьева (Аçăмçырми), Данил Тикинев, Гаврил Гусев, Мария Гусева, Никита Семенов, Михаил Скворцов (Хапăс) хăпарчĕç, ыттисене те туртăнма йыхравларĕç.

Ытти ушкăнсенчи çĕнтерÿçĕсем çаксем: Дмитрий Трофимов («Звездопад» филиал), Галина Павлова (ял хуçалăх техникумĕ), Николай Созонов (Вăрнар), Эля Чугунова (Кÿстÿмĕр шкулĕ), Владимир Скворцов (ял хуçалăх теникумĕ), Настя Петрова (район тĕп больници).

Финиша çитекенсене пурне те вĕри чейпе сăйларĕç. Ăмăрту тăршшĕпех йĕрке хуралçисем тата медицина ĕçченĕсем дежурствăра тăчĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2020» Пĕтĕм Раççейри акцие ял поселенийĕсенче, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче хавхаланса йышăнчĕç, ăмăртусем йĕркелерĕç.

Республикăра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2020» массăллă чупăва февралĕн 22-мĕшĕнче ирттерĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ