Чăваш ен чысне хÿтĕлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020, 10:57 Просмотров: 304

Президент палăртнă «Россия – страна возможностей» проект йĕркипе иртекен «Пуласлăх учителĕ» професси конкурсĕн 1200 çурма финалистне палăртнă.

Дистанцилле тестировани тапхăрĕ январĕн 21–31-мĕшĕсенче иртнĕ. Регионти çурмафиналсем февралĕн 14-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 22-мĕшĕччен Раççейри сакăр хулара иртеççĕ.

Атăл тăрăхĕнчи округри командăсен куçăмлă çурмафиналĕ мартăн 6–8-мĕшĕсенче Уфара пулать. Унта 50 шкул команди тупăшать. Палăртма кăмăллă: Чăваш ен чысне хÿтĕлекен пилĕк шкул хушшинче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул та пур. Учительсен командинче – Алина Васильевна Григорьева, Наташа Михайловна Никитина тата Людмила Ивановна Орлова. Ыттисем – Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимнази, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри, Шупашкарти 24-мĕш тата Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика