Тивĕçлĕ ĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:25 Просмотров: 205

Район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕ 2019 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх планне палăртнă.

Сектор ертÿçи Лилия Тихонова иртнĕ çул та архив ĕçне йĕркелесе пырассине, документсен управлăхне тата патшалăх учетне тивĕçтерессине, предприяти-организацисемпе ĕçлессине кирлĕ пек туса пынине палăртрĕ.

Иртнĕ çул пĕтĕмпе 17234 ĕçе картонланă, вăл шутра 1925–1963 çулсенчи яланлăх управри 158 ĕçе те. Фондсенчи учет докуменчĕсен комплекчĕсене тĕрĕсленĕ, ăнлантаруллă архив паспорчĕсене хатĕрленĕ.

Раççей архив фондне комплектлас енĕпе нормативлă-хушуллă документсене хатĕрлес ыйтусемпе организацисемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Райархива йĕркелекен учрежденисем пĕтĕмпе 68. Паспортизацие вĕсенчен пĕринче кăна ирттермен.

Паспортизаци вăхăтĕнче организацисенче пĕтĕмпе 10977 ĕç упранни паллă: патшалăх учрежденийĕсенче – 10449 единица, патшалăхăн мар структурăсенче – 528.

Уйрăм çынсем тĕлĕшпе управ ĕçĕсем пĕтĕмпе 10999па танлашаççĕ: патшалăх учрежденийĕсенче – 6764, патшалăхăн маррисенче 4235 единица. Патшалăх структурисенче çулталăкне яланлăх управ валли 510 ĕç йĕркеленет, патшалăхăн мар учрежденисенче – 45.

Иртнĕ çулта Ярмушка, Пăртас, Калинино ял поселенийĕсен, К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн, районсем хушшинчи 3-мĕш №лĕ налук инспекцийĕн 2005 – 2018 çулсенчи архив докуменчĕсене йĕркене кĕртнĕ.

Чăваш ен Культура министерствин экспертпа тĕрĕслев комиссийĕ пĕлтĕр яланхи управăн 1961, уйрăм çынсен 259 тата вăхăтлăх управăн 1816 ĕçне пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Кăçал сектор район администрацийĕн тата район прокуратурин, Уйкас Кипек, Çавалкас, Хирпуç ял поселенийĕсен архив докуменчĕсене йĕркелессипе ĕçлĕ. Ведомство архивĕсен яваплă ĕçченĕсемпе консультацисем ирттерĕ.

Иртнĕ çул район архивне предприятисен реорганизацийĕ, ликвидацийĕ пирки 108 ыйту килнĕ. Социаллă право тĕлĕшпе – 1360. Вĕсенчен 1061-шне майлă татса панă, вăл шутра 25-шне – дистанцилле мелпе, 80-шне – VipNet, 5-шне – МФЦ урлă. Вăтамран кунне архива 5–8 ыйту килнĕ. Вулав залĕнче 20 çын тĕпчевсем ирттернĕ. Вăхăтлăх усă курма алла 544 ĕç панă. Пĕлтĕр çавăн пекех архив секторĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме май килнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика